Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕтỹç те пулнă, инженер та...

 

"Мĕн пĕчĕкрен эпĕ техникăна юрататтăм. Тем пек велосипед туянас килетчĕ. Аттене тархасласан та усси çук _ пурнăç ун чух питех те хĕсĕкчĕ. Вара ялти шкулăн улттăмĕш класĕнчен вĕренсе тухсан Валери шăллăмпа иксĕмĕр ял кĕтĕвне кĕтрĕмĕр. Ватăрах çынсем пире выльăхсене шансах та парасшăн марччĕ, анчах хамăр правур та ĕçчен пулнине кура хирĕçлемерĕç. Кĕтỹ кĕтсе илнĕ тырăпа кĕркунне велосипед туянтăмăр..." Пурнăçра хурапа шурра нумай курнă çынпа _ Петр Федорович Чумуркинпа иртни çинчен калаçса ларатпăр. Ачаранах çăкăр хакне пĕлсе ỹснĕ вăл, колхоз ĕçĕнче пиçĕхнĕ. Шкул пĕтерсен Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне кайса кĕнĕ, "техник-механик" специальноçне илсен тăван района таврăннă. "Мана направленипе Шăмăршăри "Сельхозтехника" пĕрлешĕвне, инженер пулса ĕçлеме янăччĕ, - аса илет П.Ф.Чумуркин. _ Ĕçе вырнаçас тĕллевпе район центрне килсен мана хамăр колхоз председателĕ В.К.Захаров тĕл пулчĕ. Специалистсем колхоза та çав тери кирлĕ тесе, Вячеслав Кириллович мана çавăтсах ял хуçалăх управленине илсе кĕчĕ. Çапла вара тăван колхозра трактор бригадин бригадирĕ пулса тăтăм". Нумай та вăхăт иртмест, çамрăк специалиста автомеханик ĕçне шанса параççĕ. Пĕр хушă Анат Чаткас ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче те вăй хурать, анчах чунĕ техника патнех туртать. 1974 çултан пуçласа 2003 çулчченех _ 29 çул хушши П.Ф. Чумуркин "Восход" колхозăн тĕп инженерĕнче тăрăшать. Чунне парса, пĕтĕм вăй-халне хурса ĕçленипех колхозăн техника паркĕ районта çеç мар, республикăра та малтисен йышне тухать. "М.Н.Ухваркин председатель техника юсавлăхĕшĕн çирĕп ыйтатчĕ, - тет Петр Федорович. _ Ял хуçалăх машинисене хĕл валли упрама лартассишĕн, çур акипе вырма тĕлне тĕплĕн юсаса хатĕрлессишĕн чунтан тăрăшаттăмăр. Пирĕн колхоз кашни çулах тенĕ пек техникăна упрас енĕпе ирттернĕ смотр-конкурсра çĕнтерỹçĕсен шутĕнче пулнă". Тăрăшуллă ĕçе асăрхамасăр хăварман _ П.Ф.Чумуркина виçĕ хутчен Раççей Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Районтан тата республикăран панă Грамотăсемпе Дипломсем виçĕ теçеткене яхăн. Петр Федоровичăн сăнне пилĕк çул районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Утмăл çула çитрĕ пулин те, П.Ф.Чумуркин кану пирки шутламасть-ха. Килти хушма хуçалăхĕнче 8 пуç вăкăрпа 4 пуç сысна усрать, "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçлама хастар хутшăнать. Паян Чумуркинсем тулли кĕреке хушшине пуçтарăнĕç. Мăшăрĕ, икĕ ывăлĕпе хĕрĕ, кинĕсем тата икĕ мăнукĕ, йышлă тăванĕсем Петр Федоровича юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлĕç. Çак салам çумне эпир те хутшăнатпăр, ĕç ветеранне, чăн-чăн çĕр ĕçченне ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 января 2008
00:00
Поделиться