Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

И мĕн пуян, тăван, сывлăх пуян...

 Халăх сывлăхне упрасси, медицина учрежденийĕсене хальхи вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтерекен оборудованипе пуянлатасси çĕршыв, республика тата район ертỹçисен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çакна "Сывлăх" наци проектне йышăнни те аван çирĕплетет. Мĕнлерех пурнăçланса пырать-ха çак проект пирĕн районта? Хаçат корреспонденчĕн ыйтăвĕ çине район больницин тĕп врачĕ О.И.ЛЬВОВ çапла хуравларĕ: _ "Сывлăх" наци проекчĕн тĕллевĕ _ медицина пулăшăвĕн пахалăхне тата демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен квалификацине ỹстересси тата вĕсен ĕçне тивĕçлĕ хак парасси, - терĕ О.И.Львов. _ Калама кăмăллă, наци проекчĕ пирĕн районта ăнăçлă пурнăçланса пырать. 2007 çулта наци проекчĕпе района 4269755,00 тенкĕлĕх оборудовани, 737000,00 тенкĕлĕх ГАЗ автомашина тата 382000,00 тенкĕлĕх УАЗ автомашина килчĕ. Уйрăммăн илсен, пĕлтĕр "Kodak medical X-rau processor (MXP) 102" йышши пĕтĕмĕшле рентгенографи валли автоматла меслетпе проявка тăвакан машина (вăл 150000,00 тенкĕ тăрать), "NEMIO" ультрасасăллă диагностика системи (пĕтĕм хатĕрĕпе пĕрле _ 1540000,00 тенкĕ), "ФЦМБарс - "Ренекс" йышши сахал дозăллă, автоматла режимпа ỹкерекен цифрăллă флюорограф (2384000,00 тенкĕ), 4-мĕш номерлĕ лаборатори оборудованийĕн комплекчĕ (195755,00 тенкĕ) вырнаçтарнă. Çак оборудовани çынсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеме, вăл е ку чире çийĕнчех тупса палăртма тата тĕрĕс диагноз лартма май парать. Çакна та каламалла: наци проекчĕпе килнĕ оборудованипе сывлăха тỹлевсĕрех тĕрĕслеççĕ. Унччен çакăн пек кăткăс техника хулари чаплă больницăсенче çеç пулнă пулсан, халĕ район çыннисем хамăр патăртах усă курма пултараççĕ. Шăмăршă больницин коллективĕ халăх сывлăхне упрас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлет, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен сывлăхне тĕрĕслеме диспансеризаци ирттертĕмĕр. Ку вăл чир-чĕре вăраха кайиччен сиплеме май парать.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 января 2008
00:00
Поделиться