Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тарăн пĕлỹллĕ çын çеç çĕршыва усă кỹрĕ

 "ВĔРЕНТỸ" наци проекчĕ ĕçлеме тытăннăранпа икĕ çул иртсе кайрĕ. Çак проектăн тĕп тĕллевĕ _ хальхи ыйтусене тивĕçтерекен, пысăк эффективлă, тарăн пĕлỹ паракан шкулсем туса хурасси. Мĕнлерех пурнăçланса пырать-ха наци проекчĕ пирĕн районта? Çак ыйту çине хуравламашкăн эпир район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн тĕп специалисчĕнчен С.М.ЮНУСОВАРАН ыйтрăмăр. _ Ырă улшăнусем тем чухлех, - терĕ С.М.Юнусова. _ Вĕрентĕвĕн инновациллĕ программисене пурнăçа кĕртсе пырса, чи лайăх шкулсене хавхалантарассишĕн тăрăшатпăр. Район пуçлăхĕн 2007 çулхи январĕн 23-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе, инновациллĕ вĕрентỹ программисене пурнăçа кĕртекен учительсене палăртассишĕн конкурс йĕркеленĕччĕ. Çак конкурс кăтартăвĕсем тăрăх, чи лайăх виçĕ учителе 5-шер пин тенкĕ укçан преми панă. 2007 çулта çавăн пекех класс руководителĕсене уйăхсерен хушса тỹлеме пуçăнтăмăр. Реестра 129 класс руководительне кĕртнĕ. 2007 çулта вĕсене пурĕ 1 миллион та 798,3 тенкĕ хушса тỹленĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче районти шкулсен пурлăх никĕсĕ нумай пуянланчĕ. 2006 çулта шкулсенче 15 ачана пĕр компьютер тиветчĕ пулсан, паян 12 ачана пĕр компьютер тивĕçет. Кашни шкулăнах проектор, цифрăллă фотоаппарат пур, пур шкул та Интернетпа çыхăннă. Районти шкулсенчи вуннăмĕш классенче пĕлỹ илекен 240 ачана профиллĕ вĕрентĕве явăçтарнă, вĕсем 9 профиле алла илеççĕ. 2007 çулта района шкулсене юсама тата компьютер техники туянма республика бюджетĕнчен 3 миллион та 714,4 пин тенкĕ субсиди уйăрса панăччĕ. Çакăн 1 миллион та 418 пин тенкипе шкулсене юсанă, 2 миллион та 296,4 пин тенкипе компьютер тата ытти вĕрентỹ оборудованийĕ туяннă. Кунсăр пуçне, пуçламăш классем валли 263 пин те 860 тенкĕлĕх сĕтел-пукан, столовăйсем валли 488 пин те 174,4 тенкĕлĕх оборудовани кỹрсе килнĕ. Шкулсен библиотекисем те пĕлтĕр 597 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ литературăпа пуянланчĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 января 2008
00:00
Поделиться