Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕрсем ташша тухсассăн...

  ШĂМĂРШĂ шкулĕнчи "Фламинго" ташă ушкăнне çỹрекен хĕрсем Владимир хулинче иртнĕ "Владимирти раштав" форума хутшăннă. Унта пурĕ 18 регионтан делегаци пухăннă, хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартнă. Пирĕн хĕрсем (Л.Акимова, С.Матросова, К.Матросова, М.Шамеева) Сурхури уявне сăнласа панă, дипломпа парнесене тивĕçнĕ. Çавăн пекех тĕрлĕрен дискуссисем те йĕркеленĕ. Вĕсенче те пирĕн хĕрсем хăйсене лайăх енчен кăна кăтартнă. Лиля Акимова çĕнтерỹçĕ ятне те тивĕçнĕ. Владимирпа Суздаль хулисем тăрăх экскурсисенче те пулнă вĕсем. Театра та çитсе курнă. Çак самант ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 января 2008
00:00
Поделиться