Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç

  ТУНТИ КУН район администрацийĕнче анлă канашлу иртрĕ, унта пур шайри ертỹçĕсем те хутшăнчĕç. Канашлура район администрацийĕн экономика тата финанс пайĕсен пуçлăхĕсем Э.Э.Жамковапа Е.П.Кудрявцева районăн 2007 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тата 2007 çулхи бюджет мĕнле пурнăçланнин кăтартăвĕсемпе, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров, район больницин тĕп врачĕ О.И.Львов, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн тĕп специалисчĕ С.М.Юнусова наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарчĕç. Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.К.Андронов район центрĕнче йăла каяшĕсене тасатмалли çĕнĕ условисем çинче чарăнса тăчĕ. Канашлу ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев хутшăнчĕ, умри задачăсене çивĕчлетсе сăмах тухса каларĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 января 2008
00:00
Поделиться