Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Больницăна çитрĕмĕр, çĕнĕлĕхсем пĕлтĕмĕр

 ЧĂВАШ тытса пăхмасăр шанмасть, теççĕ. Çакна шута илсе, районти тĕп больницăн юсаса çĕнетнĕ хирурги уйрăмне çитсе куртăм. Тỹрех каламалла, хирурги уйрăмне уçнă çĕре Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров та хутшăннăччĕ. Кун пирки пирĕн хаçат çырнăччĕ ĕнтĕ. Апла, чăвашсен пуçлăхне чĕнме вăй-хăват çитертĕмĕр пулсан, хирурги уйрăмĕ хальхи медицина ыйтакан виçене тивĕçтерет. Чирлисем выртакан пỹлĕмсем çутă та ăшă, тирпейлĕ те таса. Медицина ĕçченĕсем те, малтанхипе танлаштарсан, татах та тăрăшуллăрах ĕçлеççĕ. Вĕсем кашни чирлĕ çынпа ăшшăн калаçма тăрăшаççĕ, эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ. Çакна чирлисем те çирĕплетеççĕ. Районти больницăн тĕп тухтăрĕ О.И.Львов каланă тăрăх "Сывлăх" наци проектне тĕпе хурса вăй хураççĕ кунта. Пĕтĕмĕшле илсен "тĕнче шайне" çитме тăрăшаççĕ. Паллах, çитменлĕхсем те çук мар. Вĕсене çийĕнчех пĕтерме ăнтăлаççĕ. Ара, киввине çĕнетмесен, юсамасан, лайăххине шанмасан пурнăç та тĕксĕммĕн курăнать-çке. Çĕнĕ çулта больницăна çĕнĕ медицина оборудованийĕ те килмелле-мĕн. Вăл Япони çĕршывĕнче туса кăларнă флюорографи тухмалли аппарат пулĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 января 2008
00:00
Поделиться