Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Валерий ФАДЕЕВ: "Кашни кун ырă ĕçсемпе савăнтартăрччĕ"

Ертỹçĕн ĕçĕ çăмăл маррине пурсăмăр та лайăх пĕлетпĕр. Акă, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче те кашни кунах ĕçре пулнă, район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене татса пама тăрăшнă. Тем пек вăхăчĕ çук пулин те, Валерий Петрович район хаçачĕн журналисчĕпе тĕл пулса калаçма килĕшрĕ. _ Шăмăршă районĕн халăхĕпе эпĕ чăннипех те мухтанатăп, - тулли кăмăлтан палăртрĕ В.П.Фадеев. _ Пирĕн çынсем, ытти хăш-пĕр районсемпе танлаштарсан, пуçарулăх пысăк пулнипе, çĕршыв, республика, район ертỹçисен çул-йĕрне тĕрĕс ăнланнипе палăрса тăраççĕ. Çакна Раççей Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ те лайăх çирĕплетсе пачĕ. Суйлава хутшăннисен 90 процентне яхăн "Единая Россия" партишĕн сасăлани _ республикăри чи пысăк кăтарту. Урăхла пулма та пултараймасть: Путинăн, Федоровăн, Косачевăн пуçарăвĕсене халăх ырлать, вĕсене шанать. Шăмăршăсем ĕçлекен ер-тỹçĕсене пушшех те кăмăллаççĕ. "Единая Россия" парти пуçарăвĕпе юлашки çулсенче мĕн кăна пурнăçланмарĕ! Пĕтĕмпех обществăшăн, халăхшăн, унăн ырлăхĕшĕн. Халăх курать, илтет, çавăнпах кама çул памаллине те пĕлет. "Единая Россия" _ чăн-чăн вăй, çак партире _ мал ĕмĕтлĕ, пысăк тĕллевлĕ çынсем. Вĕсене малашлăхра шанма юрать. Умра _ саккун çыракан влаç тытăмĕн хастар ĕçĕ тата тепĕр суйлав _ Раççей Президенчĕн суйлавĕ. Унта та Раççей Президенчĕ В.В.Путин сĕннĕ кандидат çĕнтерессе çирĕп шанать халăх. Мĕншĕн тесен пирĕнтен те, пурнăçра эпир мĕнле позици йышăннинчен те нумай килнине тинех ăнланса илтĕмĕр. Кỹршĕсем _ Тутарстанпа Мордва Республикисенче пурăнакансем _ пиртен ăнлануллăрах пулни çеç шухăшлаттарать. Вĕсем суйлавсенче яланах çĕршыв ертỹçисем тытса пыракан çул-йĕре ырласа сасăлаççĕ, çавăнпах вĕсем çине Мускав та ăшăрах куçпа пăхать. _ Валерий Петрович, "ăшăрах куçпа" тенине мĕнлерех ăнланмалла? _ Çакна хамăр район тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать. Акă, иртнĕ суйлавра пысăк çĕнтерỹ тунă хыççăн пирĕн район ертỹçисене Шупашкарти хуть те хăш министерствăпа ведомство та пĕр чăрмавсăрах йышăнма тытăнчĕ, пирĕн ыйтусене çийĕнчех татса пама тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнчех _ ыран Çĕнĕ çул тенĕ чух _ района 15 миллион тенкĕ укçа килсе çитрĕ. Çак укçапа Палтиелпе Пăчăрлă Пашьел ялĕсене водопровод кĕртессине вĕçлĕпĕр. Часах Анат Чаткас, Кивĕ Шăмăршă, Васан ялĕсенче водопровод тума укçа уйăрĕç. Çавăн пекех Тури Чаткас, Пуянкасси, Кахăрлă Шăхаль, Ярăслав, Хайпăла ялĕсене шыв кĕртме те проектсем хатĕрлесси вĕçленсе пырать. Çапла вара, 2008-2009 çулсенче районта ĕçмелли паха шыв ыйтăвне туллин татса парăпăр. Çывăх кунсенче Çĕнĕ Шăмăршă ялĕпе Шăмăршăри Заводская урама та шыв пыма тытăнĕ. _ Хырла çырми çинче тăвакан шыв хранилищи пирки мĕн калама пултаратăр? _ Çак калама çук пысăк объектра ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ. Кăçал кунта насус станцине хута яраççĕ, çакăн валли укçа уйăрнă. Çитес çул вара ĕçмелли паха шыв ялсене те çитĕ. _ Çул-йĕр тата пурăнмалли çуртсем тумалли программăсем пурнăçланĕç-и? _ Кун пирки ним иккĕленмелли те çук: çул тата çурт-йĕр тăвассипе мĕн палăртнине туллин пурнăçлама пултаратпăр. М.Горький тата Баскак паççулккисене хуть те мĕнле çанталăкра та çăмăл автомашинăпа çитме май пулĕ. Кăçал çавăн пекех Вырăс Чукал, Палтиел, Пăчăрлă Пашьел, Шăмăршă, Виçпỹрт Шăмăршă урамĕсене те асфальт сарма шутлатпăр. Çурт-йĕр тăвасси те анлă сарăлĕ, республикăри пур программа та пирĕн районта йĕркеллĕ ĕçлĕ. Çак программăсене 35 çула çитмен çамрăксем активлă хутшăнма пултараççĕ. _ Валерий Петрович, районта пурăнакансене вăрман ыйтăвĕ те шухăшлаттарать, вăрман хуçалăхĕнчи реформăсем мĕн патне илсе çитерĕç-ши? _ Çак реформа каллех шăмăршăсемшĕн "ĕçлет". Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕсене пĕрлештерсе Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ туса хума йышăннă. Çапла вара, пирĕн вăрман хуçалăхĕ нумай пысăкланать, çакă район халăхĕшĕн те усăллă пулĕ. _ Шăмăршăра спорт комплексĕ тума хăçан пуçăнĕç? _ Çак пысăк ĕç валли 80 миллион тенкĕ уйăрнă, подрядчикĕ _ хамăр ентеш тата депутат В.Ф.Ермолаев ертсе пыракан "Суор" предприяти. "Суор" шăпах бассейнсем тăвас тĕлĕшпе ĕçлет, Патăрьел, Елчĕк, Элĕк тата ытти районсенче спорт комплексĕсем тума хутшăннă. Строительство ĕçĕсем çывăх вăхăтрах пуçланмалла. _ Шăмăршă больницин хирургипе реанимаци уйрăмне реконструкциленĕ хыççăн хула больницинчен те чаплăраххăн курăнать. Ытти уйрăмсене те çĕнетсе илемлетме, хальхи вăхăтри оборудованипе пуянлатма май çук-ши? _ Больницăна реконструкцилеме пĕлтĕр 54 миллион тенкĕ уйăрнăччĕ, çак суммăна пĕтĕмпех ĕçе кĕртнĕ. Кăçал вара больницăна тĕпрен реконструкцилеме, çĕнĕ оборудовани туянма 80 миллион тенке яхăн уйăрса параççĕ. Кунта Европа шайне тивĕçтерекен илем пулĕ, кăткăс чирсене тупса палăртма пулăшакан оборудовани вырнаçтарĕç. Объектри ĕçсем март уйăхĕнче пуçланмалла. Районта "АПК аталанăвĕ", "Пурăнмалли çурт-йĕр", "Вĕрентỹ" тата "Сывлăх" наци проекчĕсем туллин пурнăçланса пырĕç. Республика ертỹçисем пулăшнипе тата хамăр тăрăшнипе пирĕн ялсем тата та çĕнелĕç, илемленĕç, пуянланĕç. 2008 çула Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çавна май эпĕ тăван район çыннисене çапла чĕнсе каласшăн: атьăр-ха çулталăкри кашни кун ырă ĕçсемпе паллă пулса юлтăр тесе тăрăшар. Çĕнĕ çулта кашнинех ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем пурнăçа кĕччĕр, кашни çемьере килĕшỹллĕх тата юрату пулччĕр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 января 2008
00:00
Поделиться