Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кашни вĕлле пылпа тултăр

2007 ÇУЛ хыçа юлчĕ ĕнтĕ _ çĕнĕ каçалăк пуçларăмăр. Утарçăсемшĕн мĕнлерех вĕçленчĕ-ха çул? Пыл туса илес тĕлĕшпе чи малтанах "Карлинская" агрофирма, "Агродор" ООО лайăх ĕçленине палăртса хăварма кăмăллă. Анчах та çав вăхăтрах "Искра" тата "Восход" коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсем ку тĕлĕшпе кăштах "уксахласа" илчĕç. Çавах та утарçăсене ĕçлемен тесе ỹпкелемелли çук. Çулпа çул пĕр пек килмеççĕ, теççĕ. Вĕлле хурчĕсем те çакăн çине хăйне майлă пăхаççĕ. Иртнĕ çул, сăмахран, утарсенче çулçă пылĕ самаях пулни палăрчĕ. Çакă август-сентябрь уйăхĕсенче уйрăмах вăйлă сисĕнчĕ. Çакна шута илсе, нумай утарçăсем вĕллесене хĕл каçма уçă вырăнсенчех хăварчĕç. Пĕр енчен, ку лайăх та: çуркунне, вĕллесене омшаникрен кăлариччен, пыл хурчĕсем иртерех вĕçме тытăнаççĕ, хăйсене чылай активлăрах туяççĕ. Енчен те вĕллесене уçă вырăнтах хĕл каçарма хăварнă пулсан, çакна шута илни вырăнлă. Кун пек чухне вĕллесен çỹлти тата аялти летокĕсене 1-2 сантиметр чухлĕ уçă хăвармалла _ çакă вĕллесене сывлăш кĕме май парать. Пыл хурчĕсемшĕн витĕр вĕрекен çил (сквозняк) уйрăмах хăрушă. Апла ан пултăр тесен, вĕлле умне ятарлă хỹтĕлев (хăма, фанера е ытти япала) хумалла, ăна чалăшшăн вырнаçтармалла. Тепĕр сĕнỹ: вĕллесене юрпа хупласа хурсан лайăх. Пĕр сăмахпа, вĕллесене тĕттĕмлетме тăрăшмалла. Вĕллесене кăшлакан чĕр чунсем тапăнасран та пăхса-асăрхасах тăмалла. Çунатлă туссем кăçал та тулăх пылпа савăнтарасси вĕсене мĕнлерех хĕл каçарнинчен нумай килет. Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн. Январĕн 15-мĕшĕнчен вара Шупашкарти "Нива" вĕрентỹпе курс комбинатĕнче хурт-хăмăрçăсен пĕр уйăхлăх курсĕ уçăлать. Унта хуçалăхсем, фермер (хресчен) хуçалăхĕсем те çынсене вĕренме яма пултараççĕ. Килти хушма хуçалăхра вĕллесем тытакансемпе малашне çак ĕçпе ĕçлес текенсемшĕн те питĕ усăллă çакă. Чăнах та, вĕренỹ тỹлевлĕ _ 600 тенкĕ. Вĕренме ярас е каяс текенсен çак ыйтупа район администрацийĕн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен пайĕн специалисчĕ Н.Вазанов патне пыма ыйтатпăр.

 

.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 января 2008
00:00
Поделиться