Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕршыв сыхлавçисем çитĕнеççĕ

ÇИТĔНЕКЕН ăрăва патриотла воспитани парас, Тăван çĕршыва юратас туйăма вăйлатас тĕллевпе 2007 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Васанти вăтам шкулта та кадетсен класне йĕркеленĕ. 7 класра вĕренекенсем _ 10 арçын ачапа 11 хĕр ача _ уроксене пакунлă формăпа çỹреççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан предметсене вĕреннисĕр пуçне, вĕсем çар ĕçĕпе (стройпа утса тĕрлĕ командăсем пурнăçласси, хĕç-пăшала тĕпчесси, унпа усă курма хатĕрленесси, çар топографийĕ, Раççей хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Уставĕсемпе паллашасси тата ытти те), Тăван çĕршывăн паттăрла ĕçсен историйĕпе, йăла-йĕркепе, этика тата поведени культурипе, спорт вăййисемпе, хореографипе, креативлă математикăпа, компьютер версткипе тата дизайнпа çыхăннă хушма занятисене те çỹреççĕ. Кадет класĕн Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствинче çирĕплетнĕ Положени тата Сертификат та пур. Кунсăр пуçне 15 пунктран тăракан Кадет чысĕн кодексне, хушма вĕренĕвĕн программин расписанине те туса хатĕрленĕ. Тивĕçлĕ документаци хучĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе шкул директорĕ Г.Н.Ларшников тата унăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Н.А.Архипов нумай вăй хунă. Кадетсен программине те вĕсем пысăк тимлĕхре тытаççĕ, вăл туллин пурнăçланса пытăр тесе çине тăрса ĕçлеççĕ. Кадет _ хисеплĕ ят. Ачасем кадет ятне çỹлте тытма тăрăшаççĕ, шкулта иртекен тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Акă, нумаях пулмасть иртнĕ литература геройĕсен балĕнче çиччĕмĕшсем бал ташшин юхăмĕнче питĕ илемлĕн çаврăнса пире 19 ĕмĕрти бал асамлăхне илсе кĕчĕç. Дмитрий Краснов, Петр Морозов, Андрей Краснов, Алексей Самарин, Евгений Павлов, Никита Ефимов тата Татьяна Миронова, Людмила Кузнецова, Кристина Филиппова, Юлия Гордеева, Людмила Михайловапа Эльвира Егорова актовăй зала пухăннă учительсемпе вĕренекенсене ташă ăсталăхĕпе пысăк савăнăç кỹчĕç, чун-чĕрере чи ăшă та ачаш туйăмсем вăратрĕç. Ташă вĕçленсен килĕшỹллĕ формăллă, хулпуççисем çине хĕрлĕ пакунсем çакнă арçын ачасене тата илемлĕ те вăрăм кĕпесем тăхăннă хĕр ачасене тав туса, залра ларакансем чылайччен алă çупрĕç. Кадет класĕн (руководителĕ В.Н.Смаев) ĕç планĕнче интереслĕ мероприятисем чылай палăртса хăварнă. Вĕсене пурнăçлассинче педагогсене тата кадетсене ăнăçу сунатпăр.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 января 2008
00:00
Поделиться