Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тавах Сире, вĕрентекенĕм

 

ÇĔр çинче професси нумай. Кашни çыннах хăйне килĕшекеннине, кăмăлне каяканнине суйласа илет. Вĕрентекен, тухтăр, геолог, повар, столяр _ пурте пархатарлă та сумлă профессисем. Эпĕ пуçланă сăмахăм паян вĕрентекен çинчен пулĕ. Чунĕсене парса тăрăшакансем вĕсен хушшинче сахал мар. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе вĕрентекенсем анне е атте вырăнĕнчех, ăшри пăшăрханăва веçех кураççĕ, туяççĕ. Акă, вĕсенчен пĕри, чăннипех те пуçĕпе ĕçе путнă Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти математика вĕрентекенĕ Л. К. Егорова. Людила Калистратовна пире иккĕмĕш çул çеç вĕрентет пулин те ырă ята тивĕçлĕ. Унăн урокĕсем интереслĕ иртереççĕ, çĕнĕ темăна та туллин ăнлантарать. Çавăнпах пулĕ мана унăн урокĕсем килĕшеççĕ. Занятисем пĕтсен те килне васкамасть вăл. Пире, 11-мĕш класра ăс пухакансене, патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне (ЕГЭ) хатĕрленме пулăшать. Тест ыйтăвĕсемпе мĕнлерех ĕçлемеллине ăнлантарса парать. Людмила Калистратовнăна вĕрентекенсен коллективĕ те хисеплет. Ăна ял-йыш та сума сăвать. Вăл ачасемпе ачалла, ватăсемпе ватăлла калаçма пĕлет, пуринпе те пĕр чĕлхе тупать. Л. Егорова кил-хуçалăхĕнче те ĕçлеме вăхăт тупать. Пур çĕре те ĕлкĕрет вăл. Ăна Виçпỹрт Шăмăршă ял халăхĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн депутатне те суйланă. Юратнă вĕрентекенĕм, Людмила Калистратовна, Сирĕн яланах çулăр такăр, сывлăхăр çирĕп пултăр, телейпе ăнăçу яланах сирĕнпе юнашар çỹреччĕр.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 января 2008
00:00
Поделиться