Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Мăнукăмсем _ ылтăнăмсем", - тет Кивĕ Шăмăршăри Валентина Ястребова

 

 

ШĂПАХ 85 çул каялла, Раштав кунĕнче çут тĕнчене килнĕ Валя аппа. Пиллĕкрех амăшĕнчен тăлăха юлнăскер, Микитапа Нихвати шăллĕсемпе пĕрле асапне-нушине нумай курнă. Пĕчĕкренех колхоз ĕçне хутшăннă, çапла вара ачалăхĕ савăнса-выляса юлаймасăрах иртсе кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, Микихвер Кузьмин çемйипе тата ял-йышпа сывпуллашса фронта тухса кайнă. Çур çултан тăван килне Н.С.Кузьмин рядовой фашистсемпе паттăррăн çапăçса вилни çинчен пĕлтерекен çыру килет. Ашшĕшĕн тăшмана тавăрас тĕллевпе, аслă ывăлĕ _ Микита та фронта каять. Вăрçăран аманса таврăнсан, вăй çитнĕ таран колхозра ĕçлет. Йывăр суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕрет. Çамрăксене вербовка енĕпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене ĕçлеме янă ун чух. Валя та Алтайри йывăçа ĕçе кĕртекен заводра вăй хурать, хăма çурать. Виçпỹрт Шăмăршăна таврăнать çеç, Улатăр çывăхне окоп чавма илсе каяççĕ. "Эх, мĕн каласси пур, эпир тỹснине урăх никамăн та курмалла ан пултăрччĕ, - куççуль витĕр аса илет паян Валентина Никифоровна. _ Шартлама сивĕре çап-çамрăк хĕрсем ир пуçласа тĕттĕмчченех витĕр шăннă çĕре лумпа таккаттăмăр, чирлесен те, вăйран кайсан та шеллекен пулман. Вăрçă вăхăчĕччĕ, ун чух никама та çăмăл килмен". Окоп чавнă хыççăн киле килсен тепĕр кунах Вальăна колхоз правленине чĕнтереççĕ, хальхинче вăрман касма каймалла. Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç çывăхĕнче каснă йывăçсене лашапа "23-мĕш колони" текен вырăна турттарнă. Валя нормăна яланах ирттерсе тултарнă, çакăншăн ăна ыттисем умĕнче пĕрре çеç мар мухтанă. 1945 çулхи декабрьте Валя Кивĕ Шăмăршă ялĕнчи Симун Ястребов фронтовика качча тухать. "Симунăн малтанхи арăмĕ йывăр чирлесе вилнĕччĕ, икĕ пĕчĕк ачи çурма тăлăха юлнăччĕ, - каласа карать паян Валя аппа. _ Вĕсене çав тери шелленипех Симунăн мăшăрĕ пулма килĕшрĕм. Çакăншăн пĕрре те пăшăрханмастăп, пĕр-пĕрне килĕштерсе, ачасене юратса ĕмĕре ĕмĕрлерĕмĕр". Вун пĕр ачана, çав шутра Симунпа иккĕшĕнчен çуралнă тăхăр ачана ура çине тăратнă Ястребовсем. Валентина Никифоровна нумай çул хушши фермăра дояркăра, унтан чăх-чĕп тата хур-кăвакал пăхнă çĕрте ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ял-йыш ĕçĕнчен уйрăлман, хĕрỹ тапхăрта трактористсем валли хире лашапа апат турттарнă. Юрлама-ташлама юратаканскер, Валентина Никифоровна пĕр ỹркенмесĕр ялти фольклор ушкăнне çỹренĕ. Çирĕм пилĕк çул хушшинче хамăр районта çеç мар, республикăри тĕрлĕ районсенче пулса халăха Шăмăршă тăрăхĕнчи илемлĕ юрă-такмаксемпе савăнтарнă. В.Н.Ястребован вăтăр тăхăр мăнук, мăнукĕсен ачисем те вăтăра яхăн. Иртнĕ уйăхра Валентина Никифоровнăшăн икĕ пысăк савăнăç пулчĕ: Алеша мăнукне Раççей çарне службăна ăсатрĕ тата Оксана ятлă мăнукĕ Йĕпреç районĕн маттур йĕкĕтне качча тухрĕ. "Мăнукăмсем _ ылтăнăмсем, - савăнăçне пытараймасть Валя аппа. _ Мăнуксен ачисем те ман умра кайăк чĕпписем пек чĕвĕлтетсе çеç тăраççĕ. Ачасем те хисеплеççĕ, халиччен сивĕ сăмах каласа кỹрентермен. Кунтан та ытларах телей пулать-и-ха ватă çыншăн? Шел, мăшăрăм _ Симун иртерех çĕре кĕчĕ, эпĕ ăна ырăпа кăна аса илетĕп". Симун Ястребовăн ырă ячĕ ял-йышра манăçмасть. Вăл тăрăшнипе тунă пĕвене паян та "Симун пĕви" теççĕ. Хăйĕн сакăрвун пилĕк çулхи юбилейĕнче Валентина Никифоровна ачисемпе мăнукĕсене, йышлă тăванĕсене илемлĕ юрăпа савăнтарчĕ: "Нумай та пĕтет, сахал та çитет, Пĕрле пурăннине мĕн çитет?" Чăнласах та çапла вĕт-ха, тусăмăрсем! Атьăр-ха эпир те Валя аппана çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунар.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 января 2008
00:00
Поделиться