Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сывă пурнăç йĕркине ачаран хăнăхтармалла

АНАТ ЧАТКАСРИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлпаракан шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Паллах, унта хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн кулянакан, тăрăшакан ашшĕ-амăшĕ пĕр сăмахсăрах пычĕ. Хăшĕсемшĕн вара çакнашкал пухусем усăсăр, ниме те пĕлтермен пулăмсем-тĕр. Çак пухăва районти тĕрлĕ учрежденисенчи ачасемпе ашшĕ-амăшне профилактика парас тĕлĕшпе вăй хуракансем _ район прокурорĕн çумĕ А.А.Бочкарев, районти тĕп больницăн тухтăрĕсем Н.Н.Поляковăпа З.Н.Федорова, вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Г.В.Иванова, райадминистрацин çула çитмен ачасемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Л.И.Тимофеева _ хутшăнчĕç. Калаçу çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси, вĕсене çĕршыва юрăхлă çынсем пулма пулăшасси çинчен пычĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, юлашки çулсенче эрех-сăра ĕçессипе самаях "мухтанма" пуçларăмăр. Çак усал йăлана кĕçĕннисем аслисенчен вĕренсе пыни те куç кĕретех. Апла пулин те, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ çак çитменлĕх çине алă сулать. Преступленисем те нумайрах тăвăннине те темшĕн шута илесшĕн мар. Пирус туртни те ачасен сывлăхне хавшатни пирки уççăнах пĕлтеретпĕр пулин те усси сахалрах мĕн. Никамăн хăлхине те çакă кĕмест пулĕ. Шкул ачисем каçхине Культура çуртне тухсан та хăйсене ирĕккĕн тыткалаççĕ, хăшĕ-пĕрисем хулиганла ĕç тăваççĕ. Эрех-сăра енне туртăнакансем те пур. Ашшĕ-амăшĕсен яланах сыхă тăмалла, хăйсен пепкисем тỹрĕ çул çинчен ан пăрăнччăр тесе тăрăшмалла. Районтан пынă хăнасем Анат Чаткас ял тăрăхĕнче профилактика учетĕнче тăракан çемьесене çитсе курчĕç, ашшĕ-амăшĕпе курса калаçрĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 декабря 2007
00:00
Поделиться