Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршă библиотеки _ 80 çулта

ИРТНĔ эрнере Шăмăршă район библиотеки хăй 80 çул тултарнине паллă турĕ. Библиотека историйĕ 1928 çулта, Шăмăршă ялĕнче вулав çурчĕ уçăлнинчен пуçланнă. Хальхи вăхăтра район библиотеки _ республикăра чи лайăххисен шутĕнче. Тĕслĕх библиотекинче 41575 экземпляр кĕнеке шутланать, çулталăкра 4 пине яхăн вулакан ăс-тăнне пуянлатать. Интернет çыхăнăвĕ çĕршыври тата тĕнчери информаци пуянлăхĕпе усă курма май парать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 декабря 2007
00:00
Поделиться