Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Уфари фестивальтен _ Дипломпа

ДекабрĔн 11-14-мĕшĕсенче, Пушкăртстан Раççей йышне кĕрсе, унпа пĕр патшалăх пулса тăнăранпа 450 çул çитнине халалласа Уфара "Самоцветы Башкортостана" ятпа Пĕтĕм Раççейри наци культурин фестивалĕ иртрĕ. Унта Раççейри ытти художество коллективĕсемпе пĕрле Пуянкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Федотова ертсе пыракан "Ахаяс" фольклор коллективĕ те хутшăнчĕ. Уфара пире, хăнасене, питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Хулари паллă вырăнсемпе паллашнă хыççăн "Рапицентр" санатори гостиницине вырнаçтарчĕç. Тепĕр кун, Нефтяниксен культура керменĕнче репетици ирттерсен краеведени музейĕнче пултăмăр. Унта Пушкăртстанра пурăнакан кашни наци халăхĕн йăли-йĕркине сăнлакан уйрăмсем йĕркеленĕ. Çак республикăри чăвашсен _ вĕсем халăх йышĕпе регионта тăваттăмĕш вырăн йышăнаççĕ _ ĕлĕкхи кĕпе-тумтирĕпе, ĕç хатĕрĕсемпе, тĕрлĕ экспонатсемпе, материалсемпе кăсăкланса паллашрăмăр. Виççĕмĕш кун, репетици ирттернĕ хыççăн, Чишма районне çул тытрăмăр. Унти Культура керменĕнче тĕрлĕ наци халăхĕсен художество коллективĕсем пĕр-пĕринпе черетленсе хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартрĕç. Пирĕн "Ахаяс" коллектив (аккомпаниаторĕсем Виктор Харитоновпа Алексей Андронов) Шăмăршă тăрăхĕнчи хăна юрри-ташшипе сăвă-такмакĕн композицийĕпе паллаштарнă хыççăн тулли зал чылайччен тăвăллăн алă çупрĕ. Сцена çинче пушкăрт, вырăс, удмурт, тутар, калмык, мордва тата ытти хăш-пĕр наци халăхĕсен юрри-такмакĕсем чылайччен шăранчĕç. Кашни коллектив хăйĕн наци кĕпе-тумтирĕпе тухрĕ. Концерт хыççăн куракансен хăш-пĕр ушкăнĕсем пирĕн пата пырса чăваш тумтирне кăсăкланса пăхрĕç, вăл питĕ илемлĕ курăннине палăртрĕç. Мăн асаннесемпе асаттесем пирĕн валли илĕртỹллĕ тĕрĕсемлĕ кĕпесем, уçă сасăпа чăнкăртатса кăмăла çĕклекен хушпу-тухьясем хăварнипе эпир чăннипех те мухтанма-савăнма тивĕçлĕ. Вĕсем пирĕн валли чуна тыткăнлакан çепĕç юрăсем, хỹхĕм ташăсем, хăйсен тарăнлăхĕпе чĕре хĕлĕхне хускатакан такмаксем парнеленипе те мăнаçланатпăр. Куракансем ыйтнипе фойерех чăвашсен ытти хăш-пĕр юррисене та юрласа кăтартрăмăр. Пушкăртстанри Стерлитамак районĕнчи чăваш юррисен "Парне" халăх ансамблĕпе те интереслĕ тĕл пулу пулчĕ. Эпир пĕр-пĕрин юрри-такмакĕпе интересленсе паллашрăмăр. Каçхине вара пире кафере уяв апачĕпе сăйларĕç. Апат хыççăн пурте пĕрле вырăс халăх юррисене шăрантартăмăр. Декабрĕн 14-мĕшĕнче пысăк гала-концерт иртрĕ. Унта чăваш коллективĕсенчен маларах асăннă "Парне" ансамбль, солистсенчен Виçпỹрт Шăмăршăри Елена Муравьева хутшăнчĕç. Пултаруллă солистка хăйĕн лирикăллă сопрано сассипе тулли зала чăннипех те тыткăнларĕ. Яланхи пекех Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Муравьева "Савăнар" юрра пысăк ăсталăхпа юрласа пачĕ. Вăл малтанхи концертра та хитре юрăпа савăнтарчĕ. "Ахаяс" коллектива фестивальте Дипломпа чысларĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 декабря 2007
00:00
Поделиться