Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Президент елкинче савăнĕç

РЕСПУБЛИКĂРИ ачасемпе çамрăксен хаçачĕ "Тантăш" 2007 çулта редакципе тачă çыхăну тытнă 110 ача Чăваш оперăпа балет театрĕнче иртекен Президент елкине хутшăнасси çинчен пĕлтерет. Хăнана чĕннĕ вăрăм списокра шăмăршăсем те пур: Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти Елена Уськина тата унăн тантăшĕ _ Кивĕ Чукалти шкулта вĕренекен Инна Смирнова маларах асăннă уявра пулса курса савăнĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 декабря 2007
00:00
Поделиться