Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Д.Медведева РФ Президенчĕн кандидатне тăратнă

Декабрĕн 17-мĕшĕнче "Единая Россия" партин Мускавра иртнĕ саккăрмĕш съезчĕн иккĕмĕш тапхăрĕн ĕçне икĕ пин çын хутшăннă. Парти ертỹçи Борис Грызлов съезд ĕçне 529 делегатран 511 делегат килнине палăртнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин делегатсене çитес çулхи март уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртекен суйлавра çĕршыв ертỹçине суйлама РФ пĕрремĕш вице-премьерĕн Дмитрий Медведевăн кандидатурине сĕннĕ. "Дмитрий Анатольевич тĕлĕнмелле таса чунлă тата йĕркеллĕ çын, - тенĕ Владимир Владимирович хăйĕн сăмахĕнче. _ Питĕ яваплă, çав тери юхăнтарса тата туртса кăларма май çук вырăнсенче ĕçлесе Д.Медведев хăй тарăн пĕлỹллĕ юрист тата эксперт пулнине çирĕплетрĕ, патшалăх шайĕпе шухăшлакан çирĕп кăмăллă администратор пулнине кăтартрĕ. Патшалăхпа унта пурăнакан çынсен интересĕсем уншăн пурнăç тĕллевĕ пулса тăчĕç. Çакăн пек çын аллине Раççей шăпине, çĕршыва ертсе пырассине пама намăс мар, шикленме кирлĕ мар". Владимир Путин Президент "Единая Россия" парти съездĕнче енчен те Дмитрий Медведева çĕршыв Президенчĕ пулма шансан хăй Раççей Федерацийĕн Правительство председателĕ пулма килĕшесси çинчен пĕлтернĕ. "Единая Россия" парти съезчĕ Дмитрий Медведева Раççей Президенчĕ пулма кандидата тăратнă, съезда хутшăннисем çак сĕнĕве пурте пĕр шухăшлăн ырланă. "Халĕ пирĕн пурин те пĕр тĕллевпе, пĕтĕм вăя парса ĕçлемелле, - тенĕ В.Путин юлашкинчен, - мĕншĕн тесен Раççейре татса паман ыйту чылай-ха".

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 декабря 2007
00:00
Поделиться