Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăрманта, ăмăртура...

ЙĔЛТĔР спортне юратакансемшĕн вырсарни кун чăн-чăн уявах пулчĕ. Шăмăршă çумĕнчи хыр вăрманĕнче спортăн хĕллехи тапхăрĕ уçăлнине палăртса йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ пулса иртрĕ. Эстафетăна пурĕ 32 команда хутшăнчĕ. Вĕсем хушшинче _ районти тĕрлĕ организацисемпе предприятисен, учрежденисен, ял тăрăхĕсен, шкулсен командисем. Йĕлтĕр сырнă çынсем кăна мар, курма пынисем те питĕ нумайăнччĕ. Ăмăртăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Г.Игнатьева уçрĕ. Йĕлтĕрçĕсене ăнăçлă стартпа çитĕнỹсем сунчĕ. Тулли мар вăтам пĕлỹ паракан шкулсем районта пуррине тĕпе хурса, вĕренекенсен эстафетине тăхăр класс тата 11 класс вĕренмелли шкулсенче ăс пухакансене шута илсе икĕ тапхăрпа хакларĕç. Тăхăр класс таранхи хĕрсемпе каччăсем хушшинче пĕрремĕш вырăна пуянкассисем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ анатчаткассемпе пуянкассисен иккĕмĕш команди. Аслă классенче вĕренекенсен эстафети те хĕрỹ пулчĕ. Кунта çĕнтерỹ Анат Чаткас шкулĕн пĕрремĕш командине тивĕçрĕ. Шăмăршăсемпе пăчăрлăпашьелсем _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта. Ял тăрăхĕсен командисен эстафетине сăнаса тăма уйрăмах кăмăллă та интереслĕччĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмри йĕлтĕрçĕсем пур вĕсенче. Паллах, пĕрремĕш вырăн чи вăйлисене çакланчĕ. Хальхинче Анат Чаткас ял тăрăхĕн команди эстафетăна чи малтан вĕçлерĕ. Вĕсене çитессишĕн пуянкассисемпе шăмăршăсем тем пек тăрăшсан та финиша иккĕмĕшпе виççĕмĕш кăна çитрĕç. Организацисемпе предприятисем, учрежденисем хушшинче Карапай Шăмăршăри "Елочка" санатори-профилактори команди пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн тата Шăмăршă шкулĕн туслă командисем дистанцие вĕçлерĕç. Ку ăмăртусем пуçламăшĕ кăна пулчĕç. Малашне татах та йĕлтĕрçĕсене тĕрлĕ дистанцисенче курăпăр. Хĕллехи спорт вăй илсех пырать. Çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр сире, йĕлтĕрçĕсем! Спорта юратни сывлăха тĕреклетме, пурнăçа илемлетме пулăштăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 декабря 2007
00:00
Поделиться