Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Трактор вăрлама хăтланнă, анчах çакланнă

2007 ÇУЛХИ май уйăхĕнче Ульяновскри А., малтан та судпа айăпланнăскер, преступленилле ушкăн йĕркелесе янă. Çак ушкăна Ульяновск облаçĕнчи Н., Ш. тата Г. кĕнĕ. Вĕсем ял хуçалăх предприятийĕсен пурлăхне вăрлас тĕллевпе пĕр-пĕринпе тĕл пулса преступленилле плансем туса хатĕрленĕ. Кăçалхи июлĕн 2-мĕшĕнче, çĕрле 1 сехетре, çак ушкăн "Волга" автомашинăпа Пуянкассинчи "Агрофирма - Колос" ЗАОн машинăпа трактор паркĕ патне çитсе чарăннă. А., Н. тата Ш. саккуна пăсса çак паркăн территорине кĕрсе кайнă, Г. хăрушлăх сиксе тухас пулсан, ун пирки ыттисене пĕлтерес тĕллевпе, автомашина салонĕнче юлнă. Преступленилле ĕçе малалла тăсса, А.па Н. хăйсен пичĕсене маскăпа хупланă, хурал пỹрчĕн алăкĕнчен шакканă. Хуралçă алăка уçсанах вĕсем шала чупса кĕнĕ. А. хуралçăна ыраттаракан ятарлă хатĕрпе (бейсбольная бита) тĕрлĕ çĕртен çапма пуçланă. Кун хыççăн "çĕрлехи кĕтмен хăнасем" ăна урайне ỹкерсе ал-урине çыхнă, çăварне хупласа кравать çине вырттарнă. Преступлени тума ан чăрмантартăр тесе, хуралçăна кравать çумне простыньпе çыхнă. Çак вăхăтра Ш. МТЗ-1523 маркăллă трактор патне пынă, моторне хускатса паркран илсе тухма, урăхла каласан, 1 миллион та 106 пин тăракан техникăна вăрласа кайма хатĕрленнĕ. Анчах шăпах çак вăхăтра парк территорийĕ патне УАЗ-396-20 автомашинăпа "Агрофирма-Колос" ЗАО директорĕ В.Захаров çитсе чарăннă май, йывăр преступление вĕçне-хĕрне çитерме май килмен _ "çĕрлехи гастролерсем" тĕрлĕ еннелле тарса саланнă. Парк территорийĕнчен тухнă вăхăтра А. директорăн УАЗ автомашинине асăрханă, преступлени вырăнĕнчен тарса хăтăлас тĕллевпе ăна хускатса Ульяновск еннелле çул тытнă. Ушкăнпа каварлашса çаратма пăхни кăна мар, автомашина хăваласа кайса А. тата тепĕр преступлени туса хунă. Районти правона сыхлакан органсем пуçарнă оперативлă шырав мероприятийĕсем вăхăтĕнче Н.Ш. тата Г. çав кунах милици аллине çакланнă. А. вара Чечня Республикине тарса ỹкнĕ (вăл çак регион çынни пулнă). Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем ĕçре професси ăсталăхĕ кăтартнă май, ăна часах шыраса тупнă, изолятора "канма" хупнă. 2007 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче Шăмăршă район судĕнче Ульяновск облаçĕн çыннисем пирки айăплав приговорне вуласа панă. А.на харăсах икĕ преступлени тунăскере, 9 çуллăха ирĕкрен хăтармалла тунă. Анчах унăн малтанхи айăплавĕн срокĕ те вĕçленмен пулнă, çавна май ăна тата 1 çулталăк хушса панă. Çапла вара, унăн уйрăм (особый) режимлă колонире 10 çул ларма тивет. Н.ăн çирĕп режимлă колонире 6 çул пулмалла. Ш.на _ 4 çуллăха, Г.на 3 çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатнă. Правона сыхлакан органсем кунĕн-çĕрĕн йĕрке хуралĕнче тăраççĕ. Законодательствăна пăхăнман, ăна сĕмсĕррĕн пăсакан е пăсма хăтланакан çынсем яланах тивĕçлĕ айăплав илĕç.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 декабря 2007
00:00
Поделиться