Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăра... институт?

 ÇАПЛА, çапла, Хусанти социаллă тата гуманитари пĕлĕвĕсен институчĕ Шăмăршăри вăтам шкулта 8-10 классем валли вĕренйĕркелесси çинчен пĕлтерет. 11 класс хыççăн вĕсене патшалăх колледжне пĕтерни çинчен диплом параççĕ тата Хусанти çак института виççĕмĕш курса вĕренме йышăнаççĕ. Вĕреннĕшĕн тỹлемелле: саккăрмĕш классен _ çулталăкра 4500 тенкĕ; тăххăрмĕш классен _ 6000 тенкĕ; вуннăмĕш классен _ 9000 тенкĕ. Заочно вĕренсе аслă пĕлỹ илме кăмăл тăвакансен çулталăкра 12600 тенкĕ тỹлес пулать. Занятисене Хусанти социаллă тата гуманитари пĕлĕвĕсен институчĕн преподавателĕсем ирттереççĕ. Тĕплĕнрех Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлекен М.А.Шамееваран ыйтса пĕлме пултаратăр. Институт пĕлтерĕвĕ хаçатăн паянхи номерĕн тăваттăмĕш страницинче пичетленет.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 декабря 2007
00:00
Поделиться