Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Патшалăхран кредит ил _ пушă пулмĕç картиш, кил...

 ХАЛĂХА çăмăллăхлă кредит парса пулăшнин усси пурах çав: ялта пурăнакансем хăйсен хушма хуçалăхĕсене май килнĕ таран аталантарма тăрăшаççĕ. Акă, Пуянкассинчи Калашниковсенех илер-ха. Çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Ỹркенмесен, тăрăшсан, тенкĕ çумне тенкĕ те хутшăнсах пырать. Кăçал кăна, сăмахран, районти ялсенче пурăнакан 660 çемье килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран 108 миллион тенкĕ ытла (планпа _ 80 миллион тенкĕ) кредит илнĕ. Ку тĕлĕшпе карапайшăмăршăсене уйрăммăн палăртса хăвармалла: ял поселенийĕнчи 72 çемье пурĕ 12762 пин тенкĕ кредит илнĕ. Палтиел ял поселенийĕнче пурăнакан 84 çемье те çак майпах килти хушма хуçалăха аталантарма кăмăл тунă. Чи пысăк кăтарту вара _ Шăмăршă ял поселенийĕнче: 271 çемье 41 миллион ытла тенкĕ кредит илме шут тытнă. Хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран кредит илекенсем Васан, Анат Чаткас, Пуянкасси тата Кивĕ Чукал ял поселенийĕсенче те йышлă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 декабря 2007
00:00
Поделиться