Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕсье вăррине тытнă

  Пасар кунĕнче райцентрта халăх йышлă пухăнать. Пĕрисем рынокра, лавккасенче тавар туянаççĕ, теприсем вара, халăх нумай пулнипе усă курса, мĕн те пулин çаклатас тĕллевпе çỹреççĕ. Акă, Шăмăршăри 23 çулти М. декабрĕн 5-мĕшĕнче "Электропарк" магазина кĕнĕ, таварсемпе паллашам пекки туса, çынсене сăнанă. Лавкка работници пỹлĕме кĕрсе курткине хывсан, сумккине çакса айккинелле пăрăнсанах çак çамрăк çиçĕмле хăвăртлăхпа сумккаран бумажникне кăларса илнĕ те магазинтан тухса шăвăннă. Работница 3 кунтан милицие килсе укçа çухални пирки заявлени çырса хăварнă. Уголовнăй шырав ушкăнĕнчи оперативлă сотрудниксем кĕсье вăррине çав кунах тупса палăртнă, РФ УКĕн 158 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн уголовнăй ĕç пуçарнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 декабря 2007
00:00
Поделиться