Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ун çĕр çинчи тымарĕ тарăн

_ Федя тетне пĕлетĕн-и? - трех ыйтрĕ В.Муромцев тĕп инженер. _ Вăл мĕнле ĕçленине кур, унран вĕрен. Федя тетене _ Федор Никандрович Петрова - унччен те пĕлмен мар-ха. Эпĕ ас тăвасса, ДТ-75 тракторпа ĕçлетчĕ вăл. Ун чухнех маттур механизатор çинчен ырласа çеç калаçатчĕç. Çĕр ĕçченĕ пирки район хаçатĕнче те çине-çине тенĕ пекех тĕрленчĕксем пичетленетчĕç. _ Ну, шăллăм, - терĕ тепĕр куннех аслă юлташăм, - эсĕ мĕнлерех вĕреннине тĕрĕслĕпĕр. Çур аки пуçланас умĕнхи тапхăрччĕ ун чух. Ф.Петров гусеницăллă "хурçă ута" кустăрмаллипе ылмаштарни те нумаях марччĕ. Тỹрех ответлă ĕç шаннă ăна: çĕр улми лартмалла пулать. Çавна май сажалкăна юсаса хатĕрлемелле. Ĕçе пуçăнтăмăр. Тĕрĕссипе, ытларах Федя тете хăй ĕçлерĕ: манăн, практикантăн, ăна гайкă-болт, уçăсем парса тăрасси çеç юлчĕ. Апла пулин те, пурне те чухласах кайман çамрăка хавхалантарма пĕлетчĕ вăл, хушăран мухтакаласа та илетчĕ... Çаксене аса илетĕп те, Федор Никандрович ултă теçетке хыçа хăварнине ĕненес те килмест. Маншăн яланах çамрăк пулнă вăл, халĕ те çаплах. Пуянкассинчех çуралса ỹснĕ районĕпех паллă механизатор. Ашшĕ-амăшĕн кăваписем çĕрпе çыхăннă та, çак туртăм ăна вĕсенчен куçнă пулас. "Ял ачин ялтах пурăнмалла", - тенĕ Федя шкул пĕтернĕ хыççăн. Шурă кĕпепе, галстукпа çỹремелли ĕç илĕртмен ăна. Çамрăк Канашри механизаторсем вĕрентсе хатĕрлекен профтехучилищĕне кайса кĕнĕ. Тепĕр çултан алла тракторист-машинист удостоверенине илсен вăл мĕнлерех савăннине хăй çеç пĕлет пулĕ. Маларах асăнтăм-ха: Ф.Петров нумай çул гусеницăллă тракторпа ĕçленĕ. "ДТ" хурçă ут - чăннипех ĕç "лаши": сухаламалла, культиваци тумалла, сỹремелле. Çак çулсенче Федор Никандрович вăл вăхăтри "Правда" колхоз хирĕсене миçе хутчен хуратса хăварман-ши, çак кăтарту миçе çĕр гектара пухăнман-ши? Хĕлле те ĕçсĕр ларман механизатор: бульдозер "çĕççи" çаклатнă, уй-хиртен утă-улăм турттарнă, ытти ĕçсем те тупăнсах тăнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш-сакăр вуннăмĕш çулĕсенче уй-хире тислĕк нумай кăларатчĕç. Ф.Петров вара погрузчикпа трактор тележкисем çине "çĕр çăкăрне" тиесе тăратчĕ. Салтак пăтти çимен ар çынна хисеплесех каймаççĕ. Ф.Петров та çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă, çар хĕсметне Германире ирттернĕ. 1968 çулта вăл шинеле каллех мазут шăрши çапнă тум-тирпе улăштарнă. Вăхăт, вăхăт... Тытса чараймăн ăна _ кун-çул урапи, хăватлă трактор пекех, малаллах шăвать. Çулсем иртнĕçемĕн, çемье телейне те тупнă механизатор _ ялти чи маттур хĕрпе çемье çавăрнă, ача-пăча çуратса ỹстернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем халĕ çемьеллĕ _ унăн мăнукĕсем те тăваттă. Кустăрмаллă трактор çине куçса ларсан механизаторăн яваплăхĕ татах ỹснĕ. Тепĕр чухне "МТЗ" _ автомашинăпа танах: груз леçме, илсе килме Канаша е унтан та инçерех кайни сахал пулнă-и вара? Ытти чухне те _ кашни кунах ĕçре. Çакăнтан çеç тĕлĕнмелли юлать: хăш вăхăтра, хăçан каннă-ши ялти механизатор?.. Сакăр вуннăмĕш çулсенче хуçалăхсенче пропашной культурăсем çитĕнтерекен подрядлă звеносем йĕркелесси йăлана кĕнĕччĕ. "Правда" колхозра та пурччĕ вĕсем. Çакнашкал звеносенчен пĕрне _ çĕр улми çитĕнтерекеннине _ шăпах Ф.Петров ертсе пыратчĕ. Çĕршер гектар ытла лартатчĕç ун чух "иккĕмĕш çăкăра". Çăвĕпах тăрăшса ĕçленĕрен, тухăçĕ те савăнтаратчĕ. Халĕ те ас тăватăп-ха: пĕр çулхине Федор Никандрович звени ку тĕлĕшпе районта чи лайăххи те пулнăччĕ. Эпĕ те, каярахпа хам тĕллĕн трактор рульне пăркалама пуçланăскер, Федя тетепе темиçе çул пĕрле ĕçленĕшĕн хама халĕ те телейлĕ çын тесе шутлатăп. Сахал мар вĕреннĕ эпĕ унран. Ĕçлекен çын тĕкĕр çинчи пекех, теççĕ: кашнинех ĕçне кура хаклаççĕ. Ф.Петровăн тăрăшулăхĕ те палăрмасăр иртмен. Паллă çĕр ĕçченĕ виççĕмĕш степень "Ĕç Мухтавĕ" орден кавалерĕ. Ытти медальсемпе ятарлă паллăсем те самаях унăн. Хисеп грамотисем-и? Вĕсене вырнаçтарма пĕр-пĕр пысăк кантурăн коридорĕн стенисем те çитмен пулĕччĕç... Утмăл çул... Камшăн нумай, теприншĕн сахал та пулĕ çакă. Федор Никандрович та ватлăха алă пама васкасшăн мар-ха. _ Тĕлĕкре те трактор куратăп, - тет сумлă юбиляр. _ "Хурçă ут" сасси маншăн хальхи çамрăксем урăм-сурăм кĕрлеттерекен магнитофон шавĕнчен пин хут хаклăрах. Мĕн калăн юлашкинчен? Ун çĕр çинчи тымарĕ чăннипех те тарăн. Вл.МИХАЙЛОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 декабря 2007
00:00
Поделиться