Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КВНран _ çĕнтерỹпе

 ПИРĔН района савăнтаракан хыпарсем килсех тăраççĕ. Ентешсем тĕрлĕ конкурссенче, ăмăртусенче çĕнтерỹçĕ ятне çĕнсе илеççĕ. Акă, Етĕрне хулинче иртнĕ КВНра Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта йĕркеленĕ "Шемуршинские асы" КВН команди финалти пилĕк команда хушшинче малти вырăна йышăннă. Финалти вăйă "Пĕррехинче, Çĕнĕ çул умĕн..." ятпа иртнĕ. Çак çĕнтерỹ Шăмăршă шкулĕн командине республикăри КВНăн пĕрремĕш лигине хутшăнма çул уçса панă. Саламлатпăр!

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 декабря 2007
00:00
Поделиться