Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Интернет _ пирĕн тус

Паллă ĕнтĕ, "Вĕрентỹ" наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа шкулсем ырă енне улшăнса пыраççĕ. Вĕренекенсене паха пĕлỹ илме, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарма пулăшакан информаци технологийĕсем пысăк хăвăртлăхпа ĕçе кĕрсе пыни савăнтарать. Районти никĕс шкулĕсенче паян (пурĕ 3 никĕс шкулĕ) пуринче те тулли оборудованиллĕ компьютер класĕсем йĕркеленĕ. Кашни шкул Интернетпа çыхăннă, хăйсен сайтне йĕркеленĕ, чылайăшĕнче интерактивлă доска, мультимедиллĕ проектор вырнаçтарнă. Паянхи кун республикăра 21 вĕренекене 1 компьютер тивĕçет пулсан, районта 13 вĕренекен 1 компьютерпа усă курать. Президент сĕнекен "Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче" çак кăтарту çулсеренех çĕнелсе пымаллине палăртнă. 2020 çул тĕлне çĕршывра 5 ачана 1 компьютер тивĕçмелле. Интернетпа, электронлă почтăпа ирĕклĕн усă курма май туса пани (шкулсем Интернетпа тата икĕ çул тỹлевсĕр усă курма пултараççĕ) вĕрентỹре пысăк пулăшу кỹрет. Вĕрентỹ системине туллин информацизацилес тĕллевпе шкулсем хушшинче йĕркеленнĕ методика центрĕн ĕçĕ-хĕлне те ырăпа палăртмасăр иртме çук. Методика центрĕн тĕп тĕллевĕ _ кашни вĕрентекенех информаципе коммуникаци технологийĕсемпе анлăн усă курма майсем туса парса пулăшасси. Çакăнта пĕлỹ илнĕ хыççăн вĕрентекенсем тĕрлĕ электронлă вĕрентỹ пособийĕсем хатĕрлеççĕ, вĕсемпе уроксенче туллин усă кураççĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, 2008 çул пуçламăшĕнче районти шкулсем оборудованипе татах та пуянланĕç. Компьютер класĕсем йĕркелени ял шкулĕнче те хула шкулĕсенчен кая мар тарăн пĕлỹ илме май парĕ. Кĕскен каласан, тăрăшса вĕренсен ăс-тăна пуянлатма майсем çителĕклĕ. С.ЮНУСОВА, райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн специалисчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 декабря 2007
00:00
Поделиться