Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çитес çулччен, фестиваль!

ЧАПЛĂ ентешĕмĕре, СССР халăх артистне М.Михайлова халалланă Пĕтĕм тĕнчери XVII опера фестивалĕ хыçа юлчĕ. Декабрьти пилĕк каçра Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче хамăр çĕршыври юрăçсем çеç мар, Германи, Итали, Франци, США, Австрали, Япони, Китай, ытти çĕршыв солисчĕсем те юрланă. Юлашки каç Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче йăлтах хамăр çĕршыв композиторĕсен произведенийĕсем _ А.Васильев ("Иван Яковлев"), М.Глинка ("Иван Сусанин"), П.Чайковский ("Евгений Онегин"), М.Мусоргский ("Борис Годунов") оперисем _ янăранă. Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕн министрĕ Наталья Володина пĕлтернĕ тăрăх, М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XVII опера фестивальне 4 пин ытла çын пырса курнă. Н.ИГНАТЬЕВА.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 декабря 2007
00:00
Поделиться