Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çăмăллăхлă кредитпа та, хăйсен укçипе те

 ÇĂМĂЛЛĂХЛĂ кредитпа усă куракансен шучĕ районтассех пырать. Кăçалхи октябрь-ноябрь уйăхĕсенче çеç, акă, 4150 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çак майпа "Канаш" хресчен (фермер) хуçалăхĕ МТЗ-1221 трактор, "Кузьмич" КФХ груз турттаракан КамАЗ автомашина, "Автолидер" ООО Е-1200 экскаватор, М.Алимовăн уйрăм çын хуçалăхĕ МТЗ-82 трактор туяннă. Техника хатĕрĕсене харпăр-хăй укçипе туянакансем те пур. Сăмахран, нумаях пулмасть "Мечта" КФХ çĕнĕ КамАЗ автомашинăллă, Т.Будановăн уйрăм çын хуçалăхĕ МТЗ-82 тракторлă пулнă. Асăннă техникăна туянма вĕсем 1930 пин тенкĕ тăкакланă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 декабря 2007
00:00
Поделиться