Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕренетпĕр выляса

Чăннипех те Турри ачасемпе ĕçлеме çуратнă пулĕ Виçпрт Шăмăршă шкулĕнчи учительсене! Мĕн кăна шухăшласа тупмаççĕ вĕсем ĕçĕнче хăйсене шанса панă çамрăк ăру хавхаланса вĕрентĕр, пурăнтăр тесе! Акă, 8-мĕш класс ачисем хăйсен класс ертỹçипе Л.А.Семеновапа ăс-тăна аталантармалли кану каçĕ ирттерчĕç. А.Н.Юманова, И.В.Гладкова учительсем ертсе пынипе шкул ачисем наукăпа практика конференцине хатĕрленеççĕ. Халĕ вырăс чĕлхипе литература эрни пырать. Малтанах "Манăн юратнă анне" темăпа сочинени тата ỹкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Çĕнтерỹçисем çаксем: Мария Семенова, Таня Кашкрова, Ксения Алюкова, Зоя Юманова, Дарья Семенова, Полина Егорова тата Милена Ухтиярова. Стена хаçачĕ кăларакансен ăмăртăвĕ чи кăсăкли пулчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Хăвăрах шухăшлăр: "Ребуссем (6 класс), "Вăйă тĕнчинче" (5 класс), "Реклама хаçачĕ" (9 класс), "Анекдотсем" (8 класс) _ çакăн пек хаçатсене ăçта тупса вулаятпăр? Пичет ĕçĕнче вĕренекенсем хăйсен пурнăçĕнчи материалсемпе усă курса, ỹкерчĕксемпе комикссем туса илемлетнĕ. Шкулти учительсем валли "Вăйă?.. Вăйă!" темăпа Г.В.Мурзина уçă урок ирттерчĕ. Унта ĕçтешсем урок вăхăтĕнче ăс-тăна аталантармалли тĕрлĕрен меслетсем питĕ вырăнлине курса ĕненчĕç. Вăйă _ ачасен чи юратнă йăпанмăшĕ, чун ăнтăлăвĕ. Вĕренỹре ку меслетпе вырăнлă усă курсан, эсир ачасенчен нихăçан та "пĕлместĕп", "вĕренес килмест" тенине илтеймĕр. Вăйăра ачасем пурăнма та вĕренеççĕ: ашшĕ-амăшĕ, учитель, усламçă, супермен, президент та (!) пулаççĕ. Пĕр ăсчах каланă тăрăх, пирĕн пурнăç _ вăйă! Апла пулсан, тĕрĕс выляма, тĕрĕс пурăнма вĕрентер, вĕренер. Г.МУРЗИНА, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 декабря 2007
00:00
Поделиться