Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Декабрĕн 16-мĕшĕнче - йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ

ХĔЛЛЕХИ спорт сезонĕ уçăлнă ятпа декабрĕн 16-мĕшĕнче, вырсарни кун, Шăмăршă çывăхĕнчи илемлĕ хыр вăрманĕнче йĕлтĕрçĕсен районти ăмăртăвне ирттереççĕ. Унта ял поселенийĕсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен, шкулсен командисем хутшăнаççĕ. Вăтам шкул командинче 3 арçын ачапа 2 хĕр ача, тĕп шкул командинче 3 арçын ачапа 2 хĕр ача, ял поселенийĕн командинче 2 арçынпа 2 хĕрарăм, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен командисенче 2 арçынпа 2 хĕр арăм пулмалла. Арçын ачасемпе арçынсем 3 километра, хĕр ачасемпе хĕрсем тата хĕрарăмсем 2 километра чупса ăмăртĕç. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ ирпе 10 сехетре пуçланать. Çĕнтерỹçĕсене парнесем кĕтеççĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрар, хамăр сывлăха çирĕплетер, район çыннисем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 декабря 2007
00:00
Поделиться