Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнĕ программăпа савăнтарчĕ

Шăмăршăри Культура керменĕн директорĕ Владимир Павлов тĕрлĕ мероприятисене хăй те активлă хутшăнать. Халăх театрĕнче вăл тĕп сăнарсене чылайлăха асра юлмалла калăплать. Концертсенче вара хăйĕн илемлĕ сассипе чĕре хĕлĕхне хускатса юрлать. Пĕччен те, дуэтпа та питĕ ăста шăрантарать. Кунсăр пуçне арçынсен халăх хорĕнче те хăйĕн вăйлă та янăравлă сассипе палăрса тăрать. Пултаруллă солист хăйĕн концерчĕсене те йĕркелет. Акă, нумаях пулмасть Владимир Валерьевич Культура керменĕн анлă сцени çине çĕнĕ программăпа тухрĕ. Чăваш, вырăс эстрада, лирикăллă тата халăх юррисене пĕрешкел илемлĕн шăрантарчĕ вăл. "Ах, кам каламĕ", "Шăпчăк", "Вунсаккăрта чух", "Эсĕ тата эпĕ", "Атăл юрри", "Любите, пока любится", "Потому что нельзя", "Детство" тата ытти юрăсене тулли зал ăшшăн алă çупса йышăнчĕ. Елена Муравьевапа, Татьяна Яковлевапа, Алена Петровапа, Елена Воронцовапа тата Светлана Никишинапа пĕрле дуэтпа килĕшỹллĕн юрланă хыççăн та чылайччен алă çупрĕç концерта килнисем. Шăмăршăри халăх театрĕ концерта тĕрлĕ спектакльсен сыпăкĕсемпе, Шăмăршă вăтам шкулĕнчи ачасен кăтартуллă "Фламинго" ташă ансамблĕ хитре ташăсемпе илемлетрĕç. Тĕрлĕ ялсенчен йышлăн пуçтарăннă çынсемшĕн Владимир Павловăн концерчĕ чылайлăха асра юлĕ. И.АНАНЬЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 декабря 2007
00:00
Поделиться