Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вут тивертекенсене тытнă

 КĂÇАЛХИ октябрĕн 7-мĕшĕнче, çĕрле, Шăмăршăра такамсем уйрăм çыннăн УАЗ-3909 автомашинине вут тивертнĕ. Анат Чаткас ялĕнче вара çĕрле граждансен утă капанĕсене вут чĕртнĕ (2 тĕслĕх). Çак фактсем тăрăх милици сотрудникĕсем тỹрех шырава пуçăннă. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ К.С.Махмутов пĕлтернĕ тăрăх, вут чĕртекенсене шыраса тупса çак кунсенче уголовнăй ĕçсем пуçарнă.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 декабря 2007
00:00
Поделиться