Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Фонд пуянлансах пырать

 ПАЛТИЕЛĔНЧИ вăтам шкул библиотекин фончĕ пуянлансах пырать. Юлашки 2 çулта ку ырă пулăм уйрăмах курăмлă. Акă, кăçалхи октябрь уйăхĕнче кăна шкула Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерстви урлă 23 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ литература _ художествăлла тата ача-пăча кĕнекисем, справочниксем кỹрсе килнĕ. _ Фондра 8 пин ытла тĕрлĕ кĕнеке упранать, - терĕ библиотека заведующийĕ Гузель Валиева. _ Ку шута учебниксем кĕмеççĕ. _ Кĕнекесен фондне пуянлатма шкул выпускникĕсем те пулăшаççĕ. Сăмахран, кăçал Çурхи ыркăмăллăх эрнинче библиотекăна хĕрĕхе яхăн художествăлла кĕнекесемпе справочниксем парнелерĕç. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче, Пĕлỹ кунне халалланă линейкăра "Единая Россия" партин представителĕсем шкула 30 кĕнеке пачĕç. Изданисене тирпейлĕ тытмалли, страницăсене хуçлатни кĕнекесен ĕмĕрне кĕскетни, вĕсен хушшине хăю е открытка хурса хăвармалли пирки ачасене аса илтерсех тăратпăр. Библиотекăра тĕрлĕ выставкăсем йĕркеленĕ. Вĕсенчен паллăраххине "Çĕнĕ кĕнекесем" выставка йышăнать. Учительсемпе ачасем çĕнĕ изданисене тăтăшах алла тытаççĕ, хăйсене килĕшекеннисене килĕсене вулама илеççĕ. Библиотека заведующийĕ çак выставка умĕнче ачасемпе час-часах кĕнекесен тишкерĕвне ирттерет, вĕсен кĕске аннотацийĕпе паллаштарать. И.АНАНЬЕВ.

 

 

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 декабря 2007
00:00
Поделиться