Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕç укçи тỹлеменшĕн ертỹçĕ айăплă

 САККУН çирĕп ыйтать пулин те, районти хăш-пĕр руководительсем ĕçлекенсене вăхăтра ĕç укçи тлессинчен пăрăнма хăтланаççĕ. Акă, темиçе тĕслĕх çеç. Кăçалхи ноябрь уйăхĕнче ку ыйтупа "Коммунальник" МУПран, "Искра" СХПКран тата "Нива" ЗАОран виçĕ заявлени килчĕ. Заявлени паракансем ăнлантарнă тăрăх, шалу тỹлейменнине ертỹçĕсем укçа çуккипе сăлтавлаççĕ-мĕн. Анчах тĕлĕнмелле: прокуратура тĕрĕслевĕсем пуçланчĕç кăна _ укçа тупăнчĕ те. Е ертỹçĕсем ку ыйтăва татса пама прокуратура ĕçченĕсем хутшăнасса кĕтнĕ-ши? РФ Ĕç Кодексĕн 136 статьипе килĕшỹллĕн, ĕçлекенсене ĕç укçине вăхăтра, кашни çур уйăхран тỹлемелле. Çавăн пекех, ĕç параканăн ĕçлекене ĕç укçи тỹленĕ чух уйăхра мĕн чухлĕ укçа шутласа панине тата çак суммăран мĕншĕн-мĕншĕн миçешер тенкĕшер тытса юлнине те пĕлтермелле. Ĕç договорĕ вĕçленсен, РФ Ĕç Кодексĕн 140 статйипе килĕшỹллĕн, ĕçлекенпе вăл ĕçрен тухнă кунах укçа-тен-кĕпе тулли расчет тумалла. Маларах асăннă предприятисен ертỹçисем пирки, тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, ĕçлев законодательствине пăснăшăн суда заявленисем тăратнă, ку тĕлĕшпе суд прокурор требованийĕсене тивĕçтернĕ. Вăхăтра ĕç укçи тỹлеменшĕн РФ Административлă право çинчен калакан Кодексăн 5 статьин 27 пункчĕпе те айăплаççĕ. Ĕç укçине икĕ уйăх ытла тỹлемесен, РФ Уголовнăй Кодексĕн 145 статьин 1 пунктне тĕпе хурса явап тыттараççĕ, 120 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ е икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма, çавăн пекех пилĕк çул хушши вăл е ку должноçра ĕçлеме чарма пултараççĕ. Енчен те руководительсем çакнашкал хăтланни йывăр лару-тăрупа вĕçленсен айăплисене 100 пин тенкĕрен пуçласа 500 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ е виçĕ çултан пуçласа çичĕ çул таранччен ирĕкрен хăтараççĕ. И.МИФТАХУТДИНОВ, район прокурорĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 декабря 2007
00:00
Поделиться