Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Салтак амăшĕ

КАХĂРЛĂ ШĂХАЛЬ ялĕнче çуралсаснĕ М.Кузнецова. Çăмăл пулман унăн пурнăçĕ. Мария Васильевна пĕчĕклех çурма тăлăха тăрса юлнă _ ашшĕ Аслă Отечествăлла вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Çавна май унăн пурнăç йывăрлăхĕн тути-масине ачаранах лайăх туйма, тỹсме тивнĕ. Шкул пĕтерсен вăл телей те çăмăл пурнăç шыраса аякка тухса кайман _ ун хыççăн тата иккĕн пулнă-çке-ха: шăллĕпе йăмăкĕ. Амăшне вĕсене ура çине тăратма пулăшма тивнĕ. Ĕçе пуçăннă вара çамрăк хĕр. Тĕрлĕ ĕçре пилĕк авма тивнĕ ăна _ ниçта та ỹркенсе тăман, хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнă. Ахальтен мар-тăр маттур та сăпайлă хĕре хăйсен ял каччиех куç хывнă _ çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Мария Васильевнапа Федор Александрович пилĕк ача çуратса пăхса ỹстернĕ. Савăнса çеç пурăнмалла пек ĕнтĕ _ çук вĕт: М.Кузнецова пуçĕ çине те хура пĕлĕт йăтăнса аннă... Аслă ывăлĕ _ Валерий _ Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçласа вун саккăртах паттăррăн пуç хунине амăшĕн чĕри мĕнле тỹссе ирттернĕ-тĕр. Халĕ те пирчемен-ха чун суранĕ, вăл ывăлĕн сăн ỹкерчĕкĕпе Хĕрлĕ Çăлтăр орденне час-часах алла тытать... Ытти ачисем пурнăç çулĕ çине тухнă ĕнтĕ, çемьеллĕ. Мăнуксем те пур Мария Васильевнан _ ялтилле каласан Машук аппан. Ывăлĕ вилнĕ хыççăн темиçе çултан чăтăмлă салтак амăшĕн тепĕр çухатăва тỹссе-чăтса ирттерме тиврĕ: ĕмĕрĕпех тăван колхозра ĕçленĕ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ, юратнă мăшăрĕ Федор Александрович та пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Темле йывăр пулсан та пуçне усмарĕ, чăтрĕ М.Кузнецова, хăйне ĕçре лăплантарма тăрăшрĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ вăл, килте пĕчченех пурăнать. Апла пулин те тĕреклĕ хуçалăх тытать Машук аппа, йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать, вăй çитнĕ таран ачисене пулăшма тăрăшать: амăшĕн, асламăшĕпе кукамăшĕн чун ăшши пуриншĕн те çителĕклĕ. Ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем килсех çỹренĕрен вăл хăйне пĕччен туймасть. Çак кунсенче хăйĕн черетлĕ юбилейне _ 70 çул тултарнине паллă турĕ М.Кузнецова. Тулли кĕрекере çак ятпа ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, ял-йыш ялти хисеплĕ çынна _ Машук аппана _ салам сăмахĕ хыççăн салам сăмахĕ каларĕç, тата нумай-нумай пурăнма телей сунчĕç. Юбиляра, Валерий юлташăм амăшне, хамăн та чун-чĕререн саламлас килет: Пулмарĕ санăн пурнăç Пĕремĕк те пыл-çу: Эс тем те тỹснĕ, курнă, - Шăвать пĕрех кун-çул. Ман иртнине эс халĕ, Паян сан _ юбилей. Илтсем салам сăмахĕ, Сана _ тулли телей. Вл.МИХАЙЛОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 декабря 2007
00:00
Поделиться