Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Республикăри конкурсра палăрнă

 НУМАЯХ пулмасть "Савăнатăп санпа, çĕрĕм-шывăм" ятпа Шупашкарта иртнĕ ачасен конкурсне Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсем те хутшăннă. Республикăри конкурсра 7 çулхи ачасем хушшинче Федор Семенов иккĕмĕш вырăна тухнă. Ăна Дипломпа тата художник наборĕпе чысланă. "Йывăрлăхсене çĕнтерсе" ятпа йĕркеленĕ республикăн тепĕр конкурсĕнче вара Дима Поляков палăрнă. Пултаруллă сăрă ăстине Диплом тата магнитофон парса хисепленĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 декабря 2007
00:00
Поделиться