Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ырă кăмăл, чун ăшши...

 1992 ÇУЛТА, ООН Генеральнăй ассамблейин 47-мĕш сессийĕнче Инвалидсен кунне палăртасси пирки йышăну кăларнă. Декабрĕн 3-мĕшĕ майсем сахал çынсен тата обществăн пĕрлĕх кунĕ шутланать. Шăмăршă районĕнче пурĕ 1404 инвалид, çав шутран пĕтĕмĕшле чирсен пĕрремĕш ушкăнĕнчи _ 118 çын, иккĕмĕш ушкăнĕнчи _ 614 çын, виççĕмĕш ушкăнĕнчи 571 çын, ачаран инвалид пулса ỹснисем _ 76 çын (18 çул таранчченхисем). Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсем _ 25ĕн. Чăваш Республикин Президенчĕ тата правительство, район администрацийĕ инвалидсене социаллă пулăшу парас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлесе пыраççĕ. 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа граждансене социаллăх енĕпе пулăшакан çĕнĕ механизм ĕçлеме тытăннă, 2004 çулхи августăн 22-мĕшĕнчи Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, натура çăмăллăхĕсене укçа компенсацийĕсемпе ылмаштарнă. Пĕрремĕш ушкăнри инвалидсем уйăхсерен 1218 тенкĕ, иккĕмĕш ушкăнрисем _ 723 тенкĕ, виççĕмĕш ушкăнрисем 476 тенкĕ, ачаран инвалид пулса ỹсекенсем 723 тенкĕ укçа илсе тăраççĕ. Кунсăр пуçне вĕсене 519 тенкĕпе танлашакан соцпакетпа та тивĕçтереççĕ. Кунта эмелсем, санаторипе курорт сиплевĕсем валли тỹлевсĕр путевкăсем тата сиплев учрежденийĕсене каймалли-таврăнмалли тỹлевсĕр талонсем кĕреççĕ. Хваттершĕн тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн 50 процент кăна тỹлемелли йĕркесем те сыхланса юлнă. Кăçалхи 10 уйăхра инвалидсене тата ача-инвалидсене хваттершĕн, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тỹлеме 1 миллион та 300 пин тенкĕ расхутланă. Районти социаллă страховани фончĕ урлă 40 инвалида тỹлевсĕр сиплев путевки уйăрнă. Вĕсем республикăри санаторипе курорт учрежденийĕсенче хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ. 8 çын реабилитаци хатĕрĕ илнĕ. Ивалидсене ĕçе вырнаçтарасси те ăнăçлă пырать. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 14 инвалида ĕçе вырнаçтарнă. Районти 2 предприятире яланхи 8 ĕç вырăнĕ йышăнса хунă, вĕсенче 10 инвалид ĕçлет. Кăçалхи ноябрь уйăхĕнче районти инвалидсем республикăра "Йывăрлăхсене çĕнтерсе" конкурсра та ăмăртнă, унта призлă 2 вырăн çĕнсе илнĕ. Нумаях пулмасть 10 ача-инвалид Шупашкарти театрта "Иван да Марья" спектакль курса таврăнчĕ. Районти инвалидсем çуллен Çĕнĕ Шупашкарта иртекен спорт фестивальне те активлă хутшăнаççĕ. Инвалидсен кунне халалласа Шăмăршăри Культура керменĕнче те çуллен спорт фестивальне йĕркелетпĕр. Эрнекун районти ялсенчи инвалидсем тĕрлĕ спорт вăййисенче ăмăртрĕç, концерт курчĕç. Вĕсемпе район руководителĕсем те тĕл пулса калаçрĕç. Пĕтĕмлетсе каласан, инвалидсем хăйсене ыттисенчен нихăш енĕпе те уйрăм ан туйччăр тесе тăрăшатпăр. Пирĕн ырă кăмăла, чун ăшшине вĕсем яланах туйса тăччăр. Хаçатра вырăн панипе усă курса, эпĕ районти инвалидсене пурне те ыранхи суйлава хутшăнма чĕнсе калатăп. Ыранхи куншăн, малашлăхшăн сасăлар. Н.ЕНДИЕРОВ, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 декабря 2007
00:00
Поделиться