Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Çĕр-планетăна пирĕн килес ăрусем валли упраса хăвармалла"

РАКЕТА çарĕсен тата артиллери кунне халалласа ноябрĕн 22-мĕшĕнче пирĕн республикăра, çав шутра Шăмăршăри вăтам шкулта та, "Ракетăсене _ старта" ятпа акци иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви, ЧР Çыхăнупа информатизацин патшалăх комитечĕ, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, Çĕнĕ Шупашкарти РОСТО обществăлла организаци тата хамăрăн паллă ентешĕмĕр Н.М.Бударин летчик-космонавт йĕркелерĕç. Çак акци марафон евĕрлĕ, 4 площадкăра иртрĕ: пĕрремĕш _ Шупашкарти 5-мĕш гимназире (тема: "Космос сайчĕ"), иккĕмĕш _ Шăмăршăри вăтам шкулта (тема: "Пирĕн çынсем"), виççĕмĕш _ Кỹкеç лицейĕнче (тема: "Ракетăсене _ старта"), тăваттăмĕш площадка _ Йĕпреçри вăтам шкулта (тема: "Уроксем хыççăнхи космос çул çỹревĕ"). Шăмăршăри площадкăра, пирĕн районсăр пуçне, Çĕмĕрле, Вăрнар, Улатăр районĕсенчи, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенчи çамрăк космонавтсен отрячĕсем ăмăртрĕç. Хăнасем малтанах шкулти музее кĕрсе курчĕç, коридорти "Эпир тĕнче уçлăхне ỹкеретпĕр" (шкулти пуçламăш классен ỹкерчĕкĕсем) тата "Эпир _ Галактика ачисем" (Искусство шкулĕн картинисем) выставкăсемпе паллашрĕç. Шăмăршă шкулĕнчи актовăй залри мероприятие кĕске сăмах каласа ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин эксперт пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ И.А.Степанова уçрĕ, отрядсене ăнăçу сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕ Н.Г.Игнатьева республика хăнисене саламланă хыççăн отрядсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса, хăйсемпе паллаштарчĕç. Кун хыççăн вара вĕсем "ХХ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенчи космонавтсем" темăпа хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, ăна хỹтĕлерĕç, тĕрлĕ ыйтусене хуравларĕç. Ачасем хăйсен ĕçĕсенче космонавтсен биографине, вĕсен космос вĕçевĕпе технологи эксперименчĕсене çутатса пачĕç, мультимедиллĕ материалĕсене кăтартрĕç. Район чысне Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсен "Альтаир" отрячĕ хỹтĕлерĕ. Çамрăк космонавтсен çак отрядĕнчи Кирилл Кудрявцев вĕренекен В.П.Савиных летчик-космонавтăн ачалăхĕ, шкулти тата институтри вĕренĕвĕ, космосри вĕçевĕ çинчен питĕ интереслĕ каласа пачĕ. Отряд материалĕсен электронлă вариантне те пурте кăсăкланса пăхрĕç. Отряд руководителĕ С.Н.Миронова педагог ачасен çак организацин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панине те кăмăллăн итлерĕç залра ларакансем. Шупашкарти 5-мĕш номерлĕ гимназипе Шăмăршă, Шупашкар, Йĕпреç районĕсенчи площадкăсемпе Интернет çыхăнăвĕ урлă "телекĕпер" йĕркелени (Шăмăршăри ятарлă аппаратурăна А.Романовпа В.Самарин кăлтăксăр ĕçлеттерчĕç), Мускавран асăннă гимназие килнĕ Н.М.Бударин летчик-космонавт _ Николай Михайлович хамăр республикăри Улатăр районĕнчи Киря паççулккинче çуралнă _ ачасен тĕрлĕ ыйтăвĕсене хуравлани акцин пĕлтерĕшне татах та ỹстерчĕ. Космонавт пулас тесен шкулта лайăх вĕренмеллине, ỹт-пĕве физкультурăпа спорт вăййисенче пиçĕхтермеллине палăртрĕ вăл. "Çĕр-планетăна пирĕн килес ăрусем валли упраса хăвармалла", _ терĕ паллă ентешĕмĕр. Сăмах май каласан, Н.М.Бударин 2003 çулта Чăваш Республикин Президенчĕпе Н.В.Федоровпа пĕрле Шăмăршăра та пулнă. Улатăр хулинчен ятарласа килнĕ летчик-космонавтăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Г.П. Осипова Н.М.Бударинăн ачалăхĕ пирки каласа пачĕ, унăн пурнăçĕнчи хăш-пĕр паллă пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ. "Коля пĕчĕккĕ чухнех питĕ хăюллă ачаччĕ, палăртнă тĕллеве пурнăçлассишĕн мĕн пур вăйне хуратчĕ" _ терĕ Галина Петровна. Шупашкарти ачасен "Эткер" туризм çурчĕн директорĕ, эксперт комиссийĕн председателĕ Н.Л.Панченко иккĕмĕш площадкăри ĕç итогĕсене пĕтĕмлетсен Çĕмĕрле хулинчи "КОНРО" отряд пĕрремĕш вырăна тухни палăрчĕ. Çак хулари 8-мĕш гимназири "Земляные" отряд тата Вăрнар районĕнчи "Сириус" отряд иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç. Вĕсене жюри тивĕçлĕ степеньлĕ Дипломсем парса чысларĕ. Ытти отрядсем те _ площадкăра пурĕ 10 отряд ăмăртрĕ _ асăнмалăх Дипломсем илчĕç. Шăмăршă шкулĕнчи "Фламинго" ташă ушкăнĕ илемлĕ ташăсемпе, Сергей Кудряшов солист çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕç. Ачасен тата çамрăксен обществăлла юхăмĕсен граждăнла активлăхне малалла аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ акцие тивĕçлĕ шайра ирттерме, зала кирлĕ пек илемлетме пулăшнăшăн, классен космонавтикăпа çыхăннă стена хаçачĕсене кăларассине йĕркеленĕшĕн ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин представителĕсем Шăмăршă вăтам шкулĕн директорне Л.Н.Иванована, ытти педагогсене чĕререн тав турĕç. И.МЕДВЕДЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 декабря 2007
00:00
Поделиться