Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ят-сум Тем те тỹснĕ, тем те курнă...

 

АННЕ, асанне-кукамайăн чун ăшши-ши çакă _ Кĕтерне аппа пурне те пĕр сăмахпа чĕнет: "Ачасем..." Хушăран, эпĕ урампа иртсе пынине курсан та, вăл сăмах хушмасăр ирттерместех: _ Ачам, чипер пурăнатăн-и? Килĕрте йĕркеллех-и? Эх, ватă çыннăн чунĕ... Кашнинех лайăххине, ыррине çеç сунать вăл. "Ватă çын пилĕ _ ĕмĕрлĕхе" тени те, тен, тĕрĕсех пулĕ çав... Кĕтерне аппапа калаçса ларма та кăмăллă. Иртнĕ ĕмĕртех çут тĕнчене килсе 95 çул хыçа хăварнă чунпа çамрăк Е.Макарова иртсе кайнă кашни кунах, çулах лайăх ас тăвать. Вăхăчĕ çапла пулнă çав: выçлăхĕ те, колхоза кĕни те, çемьеллĕ пулни те, вăрçă çулĕсем те... Улпут çемьинче çуралман Кĕтерне аппа _ ун ашшĕ-амăшĕ хресчен пулнă, çăкăрăн кашни чĕллинех вĕри тарпа тăварланă. Ачисем те пĕремĕк çисе ỹсмен. Кĕтерне аппа та, хирте крахмал пухнине, мăян пашалăвĕ çинине халĕ те куççуль витĕр аса илет: _ Ачамсем, сире ун пеккине курма ан пỹртĕрех. Юрĕ, ку тапхăра хыçа хăварăпăр, анчах... вăрçă та пулнă вĕт-ха. Кĕтерне аппа та юратнă мăшăрне фронта ăсатнă. "Кĕт, çĕнтерỹпе таврăнатăп" тени уншăн тỹрре килмен _ вăл виçĕ ачине пĕчченех пăхса ỹстернĕ. Çак вăхăтра мĕн кăна тỹснине вăл хăй çеç пĕлет-тĕр. Çавах та унăн савăнăçĕ, пурнăç пĕлтерĕшĕ ачисем пулнă. Халĕ те савăнать Кĕтерне аппа ывăл-хĕрĕсемпе. Вĕсем вара ашшĕ-амăшĕн чыслă ятне яман. Толя ывăлĕ, сăмахран, ялти хисеплĕ çын. Ял Совет, колхоз председателĕ те пулнă вăл, халăх депутачĕ пулса вуншар та вуншар çынна пулăшнă. Хĕрĕсем те ырă ятлă. Çулсем иртнĕ май Кĕтерне аппана вăрçă ахрăмĕ тепĕр хут пырса çапнă: унăн юратнă аслă мăнукĕ Валерий Кузнецов Афганистанра интернационналла тивĕçе пурнăçласа пуçне хунă. Вăхăт сиплет теççĕ-ха та, анчах çыннăн чун-чĕре ыратăвĕ çавах юлать-юлатех... Ĕмĕрĕпе хура ĕçре тар тăкнă Е.Макарова çак кунсенче 95 çула çитнине паллă турĕ. Кĕтерне аппа _ ялти чи ватă тата сумлă çын. Юбилей ячĕпе ăна йышлă тăванĕсем, пуринчен те хаклисем вара _ вун ултă мăнукĕпе вĕсен çирĕм икĕ ачи саламларĕç.

 А.МИХАЙЛОВ. Кахăрлă Шăхаль ялĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2007
00:00
Поделиться