Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ветерансен сăмахĕ Малашлăха шанса, ертỹçĕсене çирĕп ĕненсе

 

ДЕКАБРĔН 2-мĕшĕнче эпир Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсене суйлатпăр. Çĕршыв малалла мĕнле утăмпа каясси, халăх пурнăçĕ лайăхланса пырасси эпир камсемшĕн сасăланинчен нумай килет. Çĕршыва В.В.Путин, Чăваш Республикине Н.В.Федоров ертсе пынă çулсенчи экономикăри çитĕнỹсене, наци проекчĕсем пурнăçа кĕнине, ĕç укçипе пенсие ỹстернине курмасăр тăма май çук. В.В.Путин Президент влаçра ларнă çулсенче Раççей гражданĕсем хăйсене тĕреклĕрех, çирĕпрех туйма пуçларĕç. Халăх малашлăха ĕненме тытăнчĕ. Çапла вара, Раççей гражданĕсем халăхшăн чун-чĕререн тăрăшакан В.В.Путин майлă пулнинчен ним тĕлĕнмелли те çук. В.В.Путинăн планĕсене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, Шăмăршă тăрăхĕнче вара район пуçлăхĕ В.П.Фадеев пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Ăçта кăна пăхсан та, ырă улшăнусем тем чухлех: ялсене асфальт çулпа çыхăнтараççĕ, "Ĕçмелли таса шыв" программа пурнăçланса пырать, çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме патшалăх пысăк çăмăллăхсем парать. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ял çыннисене уйрăмах хавхалантарать. Ĕçле, ан ỹркен, патшалăх çăмăллăхлă кредит панипе усă кур. Çак кредита çĕршер çын илсе килти хуçалăхсене çĕнетеççĕ, ăратлă выльăх-чĕрлĕх, ял хуçалăх техники туянаççĕ. Районта фермер хуçалăхсем вăй илсе аталанма тытăнчĕç. Уйрăм фермерсем республика шайĕпе илсен те лайăх кăтартусем тăваççĕ. Шăмăршă районĕн хисеплĕ çыннисем, ватăсемпе çамрăксем! Атьăр-ха декабрĕн 2-мĕшĕнче пурте суйлава хутшăнар, Раççей Президенчĕ В.В.Путинпа Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров тытса пыракан çул-йĕре ырласа хамăр сассăмăра парар.

А.ГАРМОНЩИКОВ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ. Пăчăрлă Пашьел ялĕ. Н.ТУХВЕТУЛЛИН, ĕç ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ. Палтиел ялĕ. А.ЯСТРЕБОВА, ĕç ветеранĕ, Ача амăшĕ-героиня. Кивĕ Шăмăршă ялĕ. З.ПАДЮКОВА, РСФСР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Карапай Шăмăршă ялĕ. М.УХВАРКИН, ĕç ветеранĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ. Тури Чаткас ялĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2007
00:00
Поделиться