Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Сывлăх" наци проекчĕ Санаторире _ ароматерапи кабинечĕ

 

 "СЫВЛĂХ" наци проекчĕпе килĕшллĕн, республикăри ачасене туберкулезран сиплекен "Елочка" санатори сăн-сăпачĕ лайăхлансах пырать. Çак кунсенче кăна-ха кунта ароматерапи кабинечĕ ĕçлеме пуçларĕ. Кабинет çеç мар, хăйне майлă чăн-чăн комплекс темелле ăна _ харăсах темиçе уйрăм. Массаж та тутарма пулать кунта, тренажер залĕ те хуларинчен пĕрре те кая мар: сывлăха тĕреклетме пур условисем те çителĕклĕ. Санаторин тĕп врачĕ Н.Поликаропв каланă тăрăх, Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерстви пулăшнипе санаторире 300 пин тенкĕлĕх тĕрлĕрен оборудовани вырнаçтарнă. Ароматерапи кабинечĕпе кунта сиплекен ачасем çеç мар, медицина персоналĕ те туллин усă курĕç.

 Вл.МИХАЙЛОВ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2007
00:00
Поделиться