Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пире вăрçă кирлĕ мар

 

Кивĕ Чукал ялĕнче вăрçă ачисем 50 çынна яхăн. Халĕ вĕсем хăйсем те асатте-асанне, кукамай-кукаçей ĕнтĕ. Пурнăçĕ çăмăл пулман вĕсен. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми вăй хунă: суха тунă, тырă акнă, вырнă. Нимĕнле йывăр ĕçрен те хăраса тăман. Вĕсем окоп чавма та кайнă. Ялти ватăсен пĕр-пĕринпе калаçмалли те, аса илмелли те нумай. Нушаллă çулсем вĕсен асĕнчен нихăçан та тухмаççĕ паллах. Халĕ пурнăç лайăхланнишĕн вĕсем савăнаççĕ. Ялсенче асфальтлă çул, килсенче газ çунать паян. Пенси укçине те вăхăтра параççĕ. Савăнса кăна пурăнатпăр-çке. Эпир курнă нушана пирĕн мăнуксем нихăçан та ан курччĕр. Вăрçă никамăн куççульне те ан юхтартăр. Çĕр çинче яланах мир пултăр.

 А.ЧУРБАНОВ. Кивĕ Чукал ялĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2007
00:00
Поделиться