Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Конкурс Çамрăксен командисем ăмăртрĕç

 ÇАМРĂКСЕН канăвне кирлĕ пек йĕркелес, вĕсен творчество активлăхнестерес, сывă пурнăç йĕркисене пропагандăлас, ял поселенийĕсем, предприятисемпе организацисем, учрежденисем хушшинчи культура çыхăнăвĕсене анлăрах тăвас тĕллевпе, райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн ĕç планĕпе килĕшллĕн, нумаях пулмасть çамрăксен КВН командисен районти вăййисем иртрĕç. Малтанах командăсем зонăсен шайĕнчи вăйăсенче вăй виçрĕç. Ноябрĕн 9-мĕшĕнче Кивĕ Чукалти культура çуртĕнче Чукал, Кивĕ Чукал, Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕсен, Карапай Шăмăршăпа Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсен, ноябрĕн 10-мĕшĕнче Анат Чаткасри Культура çуртĕнче Васан, Анат Чаткас, Пуянкасси ял поселенийĕсен, Васанпа Палтиел вăтам шкулĕсен командисем ăмăртрĕç. Ноябрĕн 15-мĕшĕнче вара хаваслисемпе тавçăруллисен клубĕн командисем Шăмăршăри культура керменĕн сцени çине тухрĕç. Анат Чаткас, Кивĕ Чукалпа Чукал ял поселенийĕсен, Васанпа Палтиел вăтам шкулĕсен командисен вăййисем питĕ интереслĕ пулчĕç. "Сывлăхлă пуласси модăра" ятпа йĕркеленĕ визиткăсен конкурсĕнче уйрăмах "Бэта" команда (Палтиел шкулĕ) палăрчĕ. Килти задание _ "Çамрăксен пиçĕлĕхĕ" конкурса кашни команда хăйне евĕр кăсăклă хатĕрлени курăнчĕ. Тĕрлĕ конкурссен итогĕсем тăрăх "Бэта" команда пĕрремĕш вырăна тухрĕ. "Адреналинпа" (Кивĕ Чукал ял поселенийĕ) "Уезд ялĕ. 18 çухрăм" (Анат Чаткас ял поселенийĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Гульнара Билалована ("Бэта") жюри "Чи лайăх вылякан" тесе йышăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсене жюри Дипломсемпе тата призсемпе чысларĕ. А.ЧУМУРКИНА.


"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2007
00:00
Поделиться