Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Илемлен, чечеклен. тăван Шăмăршьен

 

ЭПĔ Анат Чаткас ялĕнче çуралсаснĕ. Тăван ялтан Самар облаçне куçса кайнăранпа 35 çул çитрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те çуралнă тăрăхпа çыхăну тытма пăрахмастăп, çулсерен отпуск вăхăтĕнче е уявсенче Шăмăршьене килме тăрăшатăп. Çултан çулах илемленсе, çĕнелсе, чаплăланса пырать Шăмăршă районĕ. Паянхи çамрăксем районта шанчăклă çулсем пулманнине, йĕпе-сапара пылчăк ашнине пĕлмеççĕ те. Газ баллонĕ туянса киле кỹресси те нушасăр пулман. Вутă-шанкă ыйтăвĕ те яланах çивĕч тăнă. Паян вара çак нушасем тĕлĕкри пек çеç. Хăть Чаткаса кай, хăть Чукала çул тыт _ асфальт сарнă çулпа çил пек вĕçтерсе çитетĕн. Районти кашни ялах çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, часах, ак, кашни ялах ĕçмелли таса шыв çитĕ. Ял çыннисем кермен пек илемлĕ çурт-йĕр лартаççĕ, пирĕн Самар облаçĕпе танлаштарсан чăваш ялĕ нумай енчен ырăпа палăрса тăрать. Темиçе çул каялла вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерекен хыпар пĕлтĕм: Шăмăршăна Раççей Президенчĕ В.В.Путин хăй килсе кайнă! Хам Шăмăршă тăрăхĕнчен тухнишĕн юлташăмсем умĕнче мухтанса та илтĕм, вĕсем те Путин килĕштернĕ района килсе курасшăн. Шăмăршă районĕнче халăх та кăмăллăрах, ĕçченрех, сăпайлăрах. Района В.П.Фадеев нумай çул хушши ăнăçлă ертсе пырать, çынсем ăна хисеплеççĕ тата шанаççĕ. Тăван ялта та, ытти çĕрте пулнă чух те çынсем В.В.Путинпа Н.В.Федоров тытса пыракан çул-йĕре ырланине илтрĕм. Декабрĕн 2-мĕшĕнче пулакан суйлавра вĕсем хăйсен сассине В.В.Путинпа Н.В.Федоровшăн пама хатĕрленеççĕ. Мухтанатăп та савăнатăп сирĕнпе, ентешĕмсем! Н.СИНЕЛЕВ, Самар облаçĕнчи Красноармейски район хаçачĕн тĕп редакторĕн çумĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2007
00:00
Поделиться