Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Çулталăк çемйи" конкурс финалне хутшăннă

 

 

 ИРТНĔ эрнере Шупашкарта, Патшалăхăн Вырăс драма театрĕнче, республикăриулталăк çемйи" конкурсăн финалне хутшăнакансене чаплă лару-тăрура чысланă. Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче пирĕн районти Кахăрлă Шăхалĕнчи Макаровсен çемйи те пур. Макаровсем ĕçе юратнипе, халăх хушшинче сăпайлă пулнипе палăрса тăраççĕ. Кил хуçи _ Геннадий Николаевич _ район Пухăвĕн депутачĕ. Çиччĕмĕш çул "Карла" фермер хуçалăхне пултаруллă ертсе пырать, ĕçре çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать. Мăшăрĕпе _ Антонина Николаевнапа _ икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Макаровсен çемйи пĕтĕм ялшăн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2007
00:00
Поделиться