Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çамрăксемпе лайăх ĕçленĕшĕн

 

 РАЙОНТИ ял поселенийĕсем, учрежденисемпе организацисем хушшинче çамрăксемпе ĕçлес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ял поселенийĕсем хушшинче Анат Чаткас ял поселенийĕ çĕнтернĕ тесе йышăннă, ăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата 7 пин тенкĕ укçан преми парса хавхалантарнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Пăчăрлă Пашьелпе (5 пин тенкĕ) Васан ял поселенийĕсем (3 пин тенкĕ). Шкулсем хушшинче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти çамрăк специалистсен канашĕ çĕнтернĕ, ăна 5 пин тенкĕ укçан преми парса чысланă. Çĕнтерỹ сунатпăр КĂÇАЛ "Зарница" çарпа спорт вăййисене йĕркеленĕренпе 40 çул çитрĕ. Çак ятпа пирĕн районти шкулсенче те тĕрлĕ мероприятисем пулса иртеççĕ. Акă, çак кунсенче кăна-ха Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи тирта Карапай Шăмăршăпа Шăмăршă вăтам шкулĕсенчи "Зарница" тата "Орленок" командăсем тĕл пулнă. Вĕсем пневматикăлла винтовкăран тĕл перес енĕпе ăмăртнă. Карапай Шăмăршă шкулĕнчи А.Амосов, А.Сабаев, В.Столяров тата А.Емельянова, Шăмăршă шкулĕнчи А.Красновапа А.Хафизов чи нумай очко пухма пултарнă. Ыран çак икĕ шкулти "Зарница" тата "Орленок" командăсем Шупашкарта республика ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Вĕсене эпир çĕнтерỹ сунатпăр.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 ноября 2007
00:00
Поделиться