Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шахматистсен ăмăртăвĕ

 

ИРТНĔ эрнере Шăмăршăри Культура керменĕнче шахматла выляса районта мала тухассишĕн ăмăрту пулнă. Унта 17 шахматист хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре Шăмăршăра пурăнакан Геннадий Никитин пĕрремĕш, Валерий Тимофеев (Пуянкасси) _ иккĕмĕш, Лев Падиаров (Виçпỹрт Шăмăршă) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ял поселенийĕсем хушшинче малти виçĕ вырăна Шăмăршă, Пуянкасси тата Васан ял поселенийĕсем, организацисем хушшинче Шăмăршăри ДРСУ, Шăмăршăри вăтам шкул тата Виçпỹрт Шăмăршăри тĕп шкул пайланă. Паян Шăмăршăри вăтам шкулăн спорт залĕнче баскетбол вăййипе шкул ачисен ăмăртăвĕ иртет. А.ВАЗАНОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 ноября 2007
00:00
Поделиться