Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чуна хăват параççĕ ачасем

 

 КАШНИ хĕр чĕре савнă çынпа телейлĕ çемье çавăрма, чечек пек илемлĕ ачасем çуратса хăйĕн юратнă мăшăрне, тăванĕсене савăнтарма ĕмĕтленет. Качча тухнă май, хĕр тăван е кỹршĕ ялти, нумай чухне аякри вырăнти упăшкин килĕнче тĕпленсе пурăнма тытăнать. Йĕпреç районĕнчи Хумри Ишек ялĕн хура çỹçлĕ, йăрăс пỹ-силлĕ хĕрĕ Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнма шăпа пỹресси пирки шутлама та пултарайман. 1989 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче Зина, Йошкар-Олари кулинари училищинче вĕренекенскер, Канашри чукун çул станцине çитнĕ. Вокзалти касса умĕнчи вăрăм черет çине пăхса, хĕр ассăн сывласа илнĕ. _ Пăшăрханма кирлĕ мар, пике, - йăл кулăпа çиçсе пăхса илнĕ ун çине черетре тăракан илемлĕ сăн-питлĕ йĕкĕт. _ Билет сан валли те туянăп. Ăçталла çул тытатăн-ха? _ Йошкар-Олана, - хуравланă вăтанчăк хĕр. _ Унта вĕренетĕп. _ Питĕ лайăх вара ку, - савăнăçлăн калаçнă йĕкĕт. _ Апла пулсан, пĕр вакунрах кайăпăр. Эпĕ те Йошкар-Олана каятăп, политехника институчĕн тăваттăмĕш курсĕнче вĕренетĕп. Çав кунтан пуçласа Шăмăршă районĕнчи Çĕнĕ Тăрăнти Владимир Ларионовпа Йĕпреç тăрăхĕн сăпайлă та хитре хĕрĕ хушшинче юрату кĕперĕ хывăннă. 1990 çулхи январьте пĕр-пĕрне чунтан килĕштерекен çамрăксем пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Çав çулах, вĕренĕве вĕçлесен, Ларионовсем Çĕнĕ Тăрăнта пурăнма пуçланă, ĕçе вырнаçнă. Вова Шăмăршăри çул-йĕр тăвакан участокра мастерта, Зина "Елочка" профилакторире поварта вăй хунă. Килĕшỹллĕ те туслă çемьере ача хыççăн ача çуралнă. Çемье йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă. Çамрăк мăшăрĕпе хăйĕн амăшĕ пĕр чĕлхе тупни кил хуçине питĕ савăнтарнă. Вова икĕ çултан районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме тытăннă. Хуть кампа та пĕр чĕлхе тупма пултаракан ăшă кăмăллă милици офицерĕ служба пусмипе ăнăçлă хăпарса пынă, капитана çитнĕ. Питĕ шел, 2000 çулхи июльте Владимир Ларионовăн пурнăçĕ аварире вăхăтсăр татăлнă (йывăр тăпри мамăк пекех çăмăл пултăр). Кил хуçи арăмĕ вуннăри Настьăпа, саккăрти Таньăпа тата çулталăк çурăри Лăньăпа тăлăха тăрса юлнă... Йывăр хуйхăна парăнмасăр, Зина хăйĕн хунямăшĕпе _ Саша аппапа çемье лавне малалла талпăнса туртнă. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх йышне чакарман, ачасем йĕркеллĕ те сывлăхлă ỹссе çитĕнччĕр тесе пур вăйран тăрăшнă. Çулсем сисĕнмесĕрех малалла шăваççĕ. Зина халĕ те "Елочкăрах" поварта тăрăшать. _ Зинаида Ивановна хăйĕн тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа туса пырать, - каласа пачĕ Альбина Григорьева аслă повар. _ Сменăра хăйне пулăшакан Ольга Степановна Сергеева кухня рабочийĕпе тата Ольга Александровна Сергеева официанткăпа пĕр-пĕрне ăнланса, шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлеççĕ. Ăшă чунлă, пурне те ырă сунакан, хăйĕн тивĕçне яланах профессилле ăсталăхпа туса пыракан Зинаида Ларионована хамăр учреждени коллективĕнче питĕ хисеплеççĕ. _ Зинаида Ивановна ял-йышра та ĕçченлĕхпе тата ырă ятпа палăрса тăрать, - терĕ Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн специалисчĕ Галина Петькова. _ Амăшĕн тивĕçне те кирлĕ пек туса пыма, ачисемшĕн пĕтĕмпех тума тăрăшать. Ачасем тенĕрен, асли, Настя, халĕ Санкт-Петербургри инженерипе экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕн пĕрремĕш курсĕнче вĕренет. Вăталăххи, Таня, ялти шкулта вуннăмĕш класра пĕлỹ пухать. Кĕçĕнни, Леня, виççĕмĕш класа çỹрет. _ Эпĕ хамăн телейĕме ачасенче куратăп, - манпа сывпуллашнă май кăмăллăн пĕлтерчĕ Зинаида Ивановна. _ Тĕпренчĕкĕмсем мана пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, чун-чĕрене çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕплетме пулăшаççĕ. И.АНАНЬЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 ноября 2007
00:00
Поделиться