Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн

 

ПИРĔН республикăра октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласаамрăксем _ сывă пурнăçшăн" акци пырать. Çак акцие хутшăнса пирĕн шкулта та тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем пулса иртеççĕ: класс сехечĕсем, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем, калаçусемпе диспутсем тата ытти те. Акă Александр Анатольевич Семенов октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнчех "Ылтăн кĕркунне" ятпа ачасен ỹкерчĕкĕсен конкурсĕ пулассине пĕлтернĕччĕ. Конкурса ачасем кашни класранах йышлăн хутшăнчĕç. Çак кунсенче вара комисси ỹкерчĕксене пăхса тухса пĕтĕмлетỹсем турĕ. 1-мĕш вырăна 6-мĕш класра вĕренекен Маша Семенова çĕнсе илчĕ, 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене 5-мĕш класра вĕренекен Николай Куприяновпа Ксения Алюкова тивĕçрĕç. Çĕнтерỹçĕсене Александр Анатольевич Семенов хăйĕн фондĕнчен хаклă парнесем парса хавхалантарчĕ. Спорт енчен те пирĕн шкул яланах малтисен ретĕнче. Акă, сăмахран, иртнĕ эрнере пирĕн шкул ачисем физкультура учителĕ Александр Валерьянович Егоров ертсе пынипе Чĕмпĕр облаçĕнчи Аслă Нагаткин ялĕнче иртекен çăмăл атлетсен пысăк ăмăртăвне хутшăнчĕç. Çак ăмăртуран пирĕн команда начар мар кăтартусемпе таврăнчĕ. 8-мĕш класра вĕренекен Петр Кузьмин 2-мĕш вырăн, ыттисем вара 5-6-мĕш вырăнсем илме пултарчĕç. Ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче пирĕн шкулта район шайĕнче иртекен пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен хушшинче баскетбол вăййин ăмăртăвĕ пулса иртрĕ. Унта 6 шкул хутшăнчĕ. 1-мĕш вырăна Шăмăршăри вăтам шкул командисем çĕнсе илчĕç. Л.СЕМЕНОВА, Виçпỹрт Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул учителĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 ноября 2007
00:00
Поделиться