Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Выльăх-чĕрлĕх _ картиш илемĕ

 

"ЭПĔ _ ялта çуралса ỹснĕ çын _ выльăх-чĕрлĕх усракансене яланах хисепленĕ. Вĕсен яланах ĕç пур, ачисене те ĕçе юратма вĕрентеççĕ. Выльăх усракансен сĕтелĕ те тулли, кĕсйи те пушă мар", - терĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров иртнĕ уйăхра пирĕн районти Канаш паççулккинче пулнă чух. Николай Васильевич Емельяновсен картишне те кĕрсе курнăччĕ, кунта чăн-чăн хресченсем пурăннине палăртнăччĕ. Емельяновсем пек тĕреклĕ хуçасем районта тата та нумай. Акă, Пуянкассинчи Б.Калашников çемйи 40 пуçа яхăн сысна тата ĕне усрать. Калашниковсем пĕлтĕр килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран 150 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ, çак укçапа вите-хуралтине çĕнетнĕ. Ăратлă выльăхсем туянас тĕллевпе, Калашниковсем кăçал каллех çăмăллăхлă кредит илнĕ. Хастар çынсене ăнăçу çеç сунас килет. Çак ялти Н.Антонов та 300 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илсе Т-74 трактор туяннă. Картиш тулли выльăх усраççĕ Антоновсем: икĕ ĕне, вăкăр, пăрусем. Сыснасен йышĕ те пысăк. А.Краснов çăмăллăхлă кредит укçипе КамАЗ автомашина туянма хăюллăх çитернĕ. Андрейăн трактор та пур. Красновсем фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, çĕр улми çитĕнтересси çине ытларах тимлĕх уйăраççĕ. 9 гектар _ пĕчĕк лаптăк мар, лайăх пăхнипе тухăçĕ те пысăк. Çуркунне енне çĕр улми хакĕ ỹсессе шанаççĕ Красновсем. Тупăш аван пулсан, килес çул "иккĕмĕш çăкăрăн" лаптăкне ỹстерме палăртаççĕ. Пуянкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Алексеев каланă тăрăх, тĕрлĕ суммăллă çăмăллăхлă кредит илекенсен йышĕ кăçал 64 çынна çитнĕ. Вĕсем пурĕ 8 миллион тенкĕ ытла кредит илнĕ. Çулталăк вĕçлениччен вăхăт пур-ха, патшалăх паракан çăмăллăхпа усă курас текенсем татах та пуласса шанать Виталий Никандрович. Ив.АНАТКАС.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 ноября 2007
00:00
Поделиться