Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Теннис _ юратнă вăйă

 

 

 ИРТНĔ эрнере Шăмăршăра теннисла выляса районта мала тухассишĕн ăмăрту пулчĕ. Çивĕч кĕрешỹре арçынсем хушшинче малтанхи виçĕ вырăна А.Вазанов, С.Хафизов тата Е.Кувайский, хĕрарăмсем хушшинче А.Корчакова, К.Прокопьева тата А.Якушова йышăнчĕç. Организацисемпе учрежденисем хушшинче район администрацийĕн команди пĕрремĕш, Перекет банкĕн хушма офисĕн команди _ иккĕмĕш, "Елочка" санатори команди виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Ял поселенийĕсемпе илсен, Шăмăршă ял поселенийĕн команди _ чăн малта. Пашьелсемпе васансем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. А.ВАЗАНОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 ноября 2007
00:00
Поделиться