Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Республикăри конкурсра _ виççĕмĕш

 

 

ÇАК кунсенче Шупашкарта "Мельпопена асамĕ" ятпа ача-пăча тата çамрăксен театр коллективĕсен республикăри конкурсĕ иртнĕ. Унта В.Львова режиссер ертсе пыракан "Пĕчĕк çăлтăрсем" студире творчество ăсталăхне туптакан ачасем те хутшăннă. "Морозко" спектакль-юмаха пысăк ăсталăхпа кăтартса вĕсем виççĕмĕш степеньлĕ лауреат Дипломне тивĕçнĕ. Республикăри 20 ытла коллектив хушшинче призлă вырăна тухнă Шăмăршăсен студине театр эмблемиллĕ хитре статуэткăпа та чысланă. "Художествăпа декорацин чи лайăх ĕçĕ" номинаци тăрăх палăрнă май, Шăмăршăри халăх театрĕн художникне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ искусство ĕçченне Н.Угарина та _ вăл спектакль-юмаха илĕртỹллĕ ỹкерчĕксемпе илемлетнĕ _ лауреат Дипломĕпе наградăланă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 ноября 2007
00:00
Поделиться